26 сентября 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт патшалăхĕ" спорт форумне хатĕрленсе ирттерсе ярассипе тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕçлекен Канашăн ларăвне ирттерессипе тăрăшакан йĕркелỹ комитечĕ пухăннă иртнĕ кунсенче. Ăна Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.
Спорт форумне хутшăнакансем валли культура мероприятийĕсемпе экскурсисем йĕркелесси пирки культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ. "Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре хула çыннисем валли "Спорт - пурин валли те" уяв иртĕ. Юпа уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Спорт форумне хутшăнакансем валли театрсенче, концерт залĕсенче тỹлевсĕрех спектакльсем, концертсем кăтартĕç, музейсенче те тỹлевсĕр йышăнĕç. Хатĕрленỹ ĕçĕсем аван пыраççĕ, йăлтах çỹллĕ шайра иртессе шанатпăр", - тенĕ Вадим Петрович.
Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелесси пирки каласа панă. Тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Энергия", "Труд" стадионсенче тата Юрă уйĕнче иртĕç. "Химиксен хулинче авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче кашни шкулта ГТО нормативĕсемпе ăмăртусем пулнă. Çитес шăмат кун вĕрентекенсем старта тухĕç. Учительсем унта пĕрешкел тумпа тухма палăртаççĕ. Хальлĕхе хулара чылайăшĕ пĕрешкел футболкăсем туяннă", - пĕлтернĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Соловьева.
-Мĕн пур мероприятие Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăранинчен пуçламалла. Шупашкарти ялавсене пурне те улăштармалла, - сĕннĕ Михаил Игнатьев.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансен тата хăнасен апатланăвне йĕркелес ыйту çинче чарăнса тăнă.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх, республикăн тĕп хулинче Раççей Федерацийĕн 81 регионĕнчен хăнасене йышăнмалла.
Информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче 9000 ытла материал кун çути курнă. Халĕ хăнасем валли Чăваш Республики пирки буклет хатĕрлеççĕ. "Спорт форумĕ вăхăтĕнче журналистсем мĕнле тум тăхăнĕç?" - кăсăкланнă Михаил Игнатьев.
Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх - массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем кашни хăйсем йышăннă пĕрешкел тумпа пулĕç, чăваш наци палли пирки те манмĕç.
Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков спорт форумĕ тĕлне территорисене хăтлăх кỹресси пирки каласа кăтартнă.
Асăннă пысăк мероприяти çитесси нумаях юлмарĕ. Умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн аван тăрăшаççĕ республикăра.
А.ИВАНОВА.
Кĕçех спорт форумĕ