26 сентября 2014 г.
Районта тырă пухса кĕртсе пĕтернĕ, ăна пĕтĕмпе 10451 гектар (100 процент) çинчен пухса илнĕ, 19010 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, вăтам тухăç гектар пуçне 18,2 центнер.
Çĕр улмине 189 гектар кăларса пухнă. Плана пурнăçлама ăна тепĕр 3 гектар кăларса пуçтармалла. 2542 тонна çĕр улми тухнă (гектар пуçне вăтамран 134,5 центнер).
Кĕрхи тĕш тырă культурисене планпа 3800 гектар акмалла пулсан, 2850 гектар (75 процент) акнă.
Кукурузăна 360 гектар (61 процент) вырса пухнă. Пĕтĕмпе ăна 591 гектар çинчен пуçтарса илмелле.
2500 гектар кĕрхи çĕртме сухи тунă.
Ку вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 3560 тонна (100 процент) утă, 8881 тонна (100 процент) сенаж, 4855 тонна (43,5 процент) силос хатĕрлесе хунă. Хальлĕхе кашни условнăй выльăх пуçне 20,4 центнер апат единици тивет.