АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă Шупашкарăм

26 сентября 2014 г.

2019 çулта пирĕн шурă Шупашкарăмăр 550 çул тултарнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Ун çинчен вырăссен летопиçĕсенче пĕрремĕш хут 1469 çулта асăннă тесе палăртнă тахçан ăсчахсем, хула никĕсленнине вара çав çултан шутлама пуçланă.

Чăн та, урăх çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар чылай аслăрах. Акă археологсем хулан историллĕ пайĕнче, ĕлĕк Кремль пулнă вырăнта чавса пăхнă та унта ХIV ĕмĕрти япаласем, кирпĕчсем тупнă. Çакă хуламăр чылай ватăрах теме те май парать. Апла-и, капла-и, маншăн Шупашкар чи илемлĕ, чуна çывăх, яланах хăй патне туртакан хула.

Ара, çамрăклăхăн пĕр тапхăрĕ унпа çыхăннă-çке. Çитмĕлмĕш çулсен варринче Шупашкар мана, вун çиччĕри çамрăка, ялтан ниçтах та тухса курманскере, ăшшăн та тараватлăн йышăнчĕ. Ĕçлеме те, вĕренме те, канма та майсем туса пачĕ. Эпир, тăватă çамрăк, театрта ĕçлекенскерсем, малтанхи вăхăтра "Атăл" хăна çуртĕнчех пурăннăччĕ. Унчченхи Хĕрлĕ площадь урлă, Крупская паркĕ витĕр хальхи Çветтуй Троица чиркĕвĕ вырнаçнă çурта васканă ирсерен (Пукане театрĕ çавăнта ĕçленĕ вăл çулсенче). Каннă вăхăтра Атăл хĕрринче уçăлса çỹреттĕмĕр. Карлăк çине таянса анаталла та тăвалла вашлаттарса çỹрекен метеорсемпе кометăсене сăнаттăмăр, мăнаçлăн юхса выртакан Атăл илемĕпе киленеттĕмĕр...

Таврана каç сĕмĕ çапсан, хула пин-пин çутăпа йăлкăшма-çуталма тытăнсан, чăвашсен тĕп театрне васкаттăмăр. "Хура çăкăр", "Салтак арăмĕ", "Юнлă туй", "Нарспи", "Кай, кай Ивана", "Праски инке хĕр парать" спектакльсене юратса та савăнса пăхаттăмăр. Вуншар хутран кая мар курнă пулсан та йăлăхтарман вĕсем. Еплерех чаплă артистсем вылянă. А.Ургалкин, В.Родионов, Г.Терентьев, В.Кузьмина, Г.Мадеева, Д.Столярова, С.Михайлова, Е.Никитин, П.Иванов, Н.Григорьева, В.Трифонова, Н.Яковлева вылянисене пăхса чун-чĕрене хĕмлентернĕ вĕт эпир!

Шупашкар... Театрсен хули çеç мар вăл, студентсен хули те. Чи аслă шкулта - Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă эпĕ. Сумлăран та сумлă ăсчахсем: М.Р.Федотов, И.А.Андреев, И.П.Павлов, Н.П.Петров, И.И.Одюков, М.И.Скворцов, ыттисем тăван чĕлхене, чăвашлăха юратма вĕрентнĕ.

Шупашкар... Парксемпе скверсен, тỹп-тỹрĕ те сарлака, икĕ айккипе çăкасем ỹсекен урамсен хули те вăл. Чапаев, К.Иванов скверĕсенче пулма, Ленин, К.Маркс урамĕсем тăрăх васкамасăр утма кăмăллаттăм.

Шурă Шупашкар... Мĕн чухлĕ сăвă-юрă халалланă ăна! Татах та пысăкланнă, илемленнĕ, капмарланнă вăл. Ырă та тарават çынсем пурăнаççĕ Шупашкарта. Тăвансем, туссем, хамăр ялсем туллиех унта. Эппин, ларар та вĕçтерер хуланалла. Çывхараса пынăçемĕн юррине те шăрантарар: "Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм".

П.НИКИФОРОВ. Ураскасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика