26 сентября 2014 г.
Чăваш Ен ял хуçалăх министерстви журналист-аграрниксемпе йăлана кĕнĕ тĕл пулусене çĕнĕрен пуçласа янă. Чăваш Ен вице-премьерĕ Сергей Павлов тата ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче республикăри, районсенчи аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен журналистсемпе тĕл пулнă.
Кунта агропромышленноç темипе семинар-канашлу иртнĕ.
Малтанах Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕпе паллашу экскурсийĕ иртнĕ, заводăн генеральнăй директорĕ Федор Волков сĕтрен епле майпа çу, тăпăрчă, ытти продуктсем туса кăларнипе тĕплĕн паллаштарнă тата кăтартнă, журналистсене пахалăхне тутанса палăртма сĕннĕ.
АПК аталанăвĕн ыйтăвĕсене çавра сĕтел хушшинче сỹтсе явнă.
С.Павлов вырмана пĕтĕмлетнинчен пуçланă. "Кăçал кĕлете ампар виçипе 520_530 пин тоннăран кая мар тырă кĕрĕ. Пỹлмене хывмалли тĕллев ăнăçлă пурнăçланĕ. Вăрнарсем тĕш тырă чылайранпах кашни гектартан вăтамран 27,3 центнер илменччĕ. Шупашкар районĕнче - 25,7, Çĕрпỹ районĕнче 22,9 центнер тухрĕ".
Сентябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне бункер виçипе 565443 тонна тырă çапса илнĕ. Ял ĕçченĕсем типĕ кунсенче çĕр улмине пухса илессишĕн тăрăшаççĕ. Тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 157 центнер тухать.
-Çу уйăхĕнче çанталăк шăрăх тăнăран тухăç пĕчĕкрех. 633 пин тонна çĕр улми туса илме ĕмĕт тытнăччĕ. Халĕ кăшт сахалрах пулма пултарать, -тенĕ министр.
2014 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, кайăк-кĕшĕк ашĕ (чĕрĕ виçепе) пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4,2 процент нумайрах туса илнĕ. Çак ỹсĕме "Ачаковское" обществăн Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси ялĕнчи чăх-чĕп фабрики, "Чăваш бройлерĕ" УАО, "Юрма" агрофирма ытларах тỹпе хывнă. "Çитес çулсенче какай туса илессипе производствăна ỹстерес шанăç пур", - палăртнă С.Павлов. -Мĕншĕн тесен "Ачаковское" тата "Юрма" аш ытларах хатĕрлеме палăртрĕç. Вĕсем инвестици хывса фабрикăсене модернизацилеççĕ".
Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 8 уйăхра иртнĕ çулхи асăннă тапхăрти чухлех, вăл шутра ял хуçалăх организацийĕсем - 3,4 процент, ХФХсем 20 процент нумайрах сĕт сунă. Вице-премьер ку енĕпе малашне ял хуçалăх организацийĕсене çирĕп шаннине пытармарĕ. Килти хуçалăхсем те пысăк пулăшу кỹрессине палăртнă. Сăмахран, кăçал вĕсене панă кредитăн процент пайне банка тавăрма федераци бюджетĕнчен 540 млн. тенкĕ уйăрнине пĕлтернĕ.
"Кăçал мĕн пур программăпа килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен 2 млрд. та 230 млн. тенкĕ куçарасса кĕтетпĕр, - тенĕ Сергей Владимирович. -Çакăнтан ытларах та килме пултарать. Темиçе программăпа укçа хушса парас шанăç пур".
"Министерство АПКри инвестици тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме Раççей Ял хуçалăх министерствине 284 проект тăратнă. Унăн ĕç ушкăнĕ 21-шне суйласа илнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене министерство комиссийĕ тишкерĕ. Пурне те пурнăçа кĕртме çирĕплетессе шанатăп. Агропромри ертỹçĕсене çакна пĕлтеретĕп: кăçалтан Раççей Ял хуçалăх министерстви техника хатĕрĕ туянмашкăн субсиди уйăрас ыйтăва татса пама инвестици проекчĕ йышăнмасть. Выльăх фермисем хăпартма çеç укçа парĕç. Ашпа сĕте тирпейлекен предприятисене модернизацилемешкĕн субсидин процент виçине саплаштарма ỹлĕм те республика бюджетĕнчен куçарĕç".
Вице-премьер ырă хыпар пĕлтернĕ: "Агроинвест" общество макарон туса кăларакан фабрикăна хута ярасшăн. Унта ĕçлеме çынсем кирлĕ пулĕç. Европăран çĕр-шыва апат-çимĕçĕн темиçе тĕсне кỹме чарнăран Раççей Правительстви мăйракаллă шултра выльăх ашĕ нумайрах туса илме палăртнă. Фермăсем çĕклеме, ăратлă выльăх туянма федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрĕç. Федераци бюджетĕнчен фермăсем тума субсиди панине кура ỹлĕм кĕтỹ пысăкланатех. Сăмахран, Улатăр районĕнче аш туса илмелли ăратлă выльăх усрама тĕллев лартасшăн. Китай инвесторĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнче выльăх комплексĕ тăвасса кĕтетпĕр.
С.Павлов кăçал ял хуçалăхĕнче тар тăкакансен ĕç укçи вăтамран 18-20 процент ỹсессе шантарнă. 8 уйăхра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 8 пине яхăн гектар парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсен 82 процент тупăшлă ĕçлени АПКра лару-тăру лайăхланса пынине çирĕплетет. Пысăк предприятисем ял хуçалăх культурисем ытларах та ытларах çитĕнтереççĕ.
Завод ĕç-хĕлĕпе цехсенче çỹресе паллашнă журналистсем предприятие ялсенчен турттаракан чĕр тавар пахалăхĕпе кăсăкланнă. "Сĕт паракансем унăн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăрăшни сисĕнет", - хуравланă обществăн генеральнăй директорĕ Федор Волков.
Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева семинар-канашлăва пĕтĕмлетсе АПКна тỹпе хывакан журналистсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Паха продукци туса çĕр-шывĕпех палăрнă предприятисен йышĕ ỹснĕшĕн савăннине, Чăваш Енри информацин йышлă хатĕрĕ вĕсен ĕçне пур енлĕн çутатнине палăртнă.
Г.ИВАНОВ.