26 сентября 2014 г.
Паянхи кун пирĕн районти ял хуçалăх организацийĕсенче пурĕ 4427 мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Вĕсенчен 1933-шне сăваççĕ. 37 лаша тата 332 сурăх пур ял хуçалăх кооперативĕсенче. Выльăх-чĕрлĕхе 27 витере усраççĕ.
Асăннă объектсене пурне те хĕле хатĕрлесе çитернĕ. Вите тăррисене, урайсене юсанă, чỹречисемпе алăкĕсене сивĕ кĕмелле мар тунă. Объектсенчи тислĕк пуçтаракан, шыв тата апат валеçекен, сĕт сăвакан оборудованисене пăхса тухнă, электросистемăсене те тимлĕхсĕр хăварман.
В.ВАСИЛЬЕВ.