26 сентября 2014 г.
Аслă суд йышăннă тăрăх, ЕГЭне (пĕрлехи патшалăх экзамене) шпаргалка е мобильнăй телефон илсе кĕнĕ шкул ачисен 3 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет. Экзаменсем ирттерекен пунктсен ертỹçисен, комисси членĕсен шкул ачисене тимлĕ тĕрĕслеменшĕн 40 пин тенкĕ кăларса хумалла пулать.
Паянхи куна шкул ачисем экзамента çак правилăсене пăхăнма тивĕç: пĕр-пĕринпе хутшăнмалла мар, экзамена хăйĕнпе пĕрле телефонсемпе калькуляторсем тата çавăн пекех шпаргалкăсем илсе кĕмелле мар. Шăпах çак пунктсене пăснăшăн вĕренекенсен е вĕсен ашшĕ-амăшĕн маларах асăннă суммăна тỹлемелле пулать, енчен те суд вĕсене ятарласа тунă тесе йышăнать пулсан. Суд шкул ачин хăтланăвĕ экзамен çине витĕм кỹме пултараймасть тесе йышăнсан, штрафсенчен хăтăлма май килĕ, сăмах вĕççĕн çеç асăрхаттарса хăварĕç.
И.ПЕТРОВ.