АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терминал урлă

26 сентября 2014 г.

 

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнчен ПАИ сотрудникĕсем çул-йĕр правилисене пăснине штрафа оперативлă майпа тỹлеттермелли хатĕрсемпе усă курма пуçланă. Çавнашкал терминалсемпе ДПСăн 15 машинине тивĕçтернĕ ĕнтĕ.

Халиччен инспекторсем правилăсене пăснисене протокол кăна çырса панă, штрафа вара айăплисем е банкра, е стационар йышши терминалсем урлă тỹленĕ. Малашне инспектор протокол тыттарнă хыççăнах, унпа сыв пуллашичченех, тỹлеме пулать. Çак кунсенче ЧР ПАИ управленийĕнче иртнĕ канашлура асăннă терминалсемпе ĕçлекен банк представителĕ пакунлисене çĕнĕлĕхпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Водителĕн кăмăлĕ пулсан ПАИ инспекторĕ ДПС автомобилĕн салонĕнчех хăйĕн йышăнăвĕн номерне тата штраф виçине терминала кĕртет, çав хатĕр пичетлекен чека парать. Укçана банк карточки урлă куçармалла.

Çывăх вăхăтра ПАИн тата 132 автомобильне асăннă терминалсемпе тивĕçтерĕç. Çакă административлă штрафсене вăхăтра тỹлеменнипе çыхăннă парăмсен виçине палăрмаллах чакарма пулăшасса шанаççĕ.

И.СКВОРЦОВА,ГИБДД инспекторĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика