26 сентября 2014 г.
Республикăри вăрман фончĕн лаптăкĕ - 596,3 пин (Чăваш Ен талккăшĕн 32 проценчĕ), çак шутран 555,2 пин гектарне таса вăрман йышăнать. 2007 çулччен фонд çĕрĕ 560,6 пин гектарпа танлашнă. Раççей вăрман кодексне йышăнсан унта ял хуçалăх организацийĕсем лартса çитĕнтернĕ 35,7 пин гектар вăрмана та хушнă.
Ытларах мĕнле йывăçсем ỹсеççĕ-ха? 2010 çулччен хыр вăрман фончĕн талккăшĕн 58, юман 23, чăрăш 16, лиçвак 2, çăка 1 процентне йышăннă. 2010 çулхи пушар пĕр пайне тĕп тунă. Ун пек вырăнсенче хунав нумай чĕртнĕ. Хальхи вăхăтра хыр мĕн пур фондăн 82, юманпа чăрăш 6-шар, лиçвак 2, çăкапа хурăн 4 процентне йышăнаççĕ.
Мĕн пур вăрман лаптăкĕн 33 процентне çынсем хунав лартса чĕртнĕ. Тĕп культурăсем - хыр тата юман.
Вăрманçăсем çулленех хунавсем лартса чĕртес, вăрмансене вут-кăвартан сыхлас тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.
Халĕ йывăç-тĕм лартмалли кĕрхи вăхăт çитнĕ.