26 сентября 2014 г.
Районта сысна самăртмалли комплекс арканнăранпа чылай çул иртрĕ. Мирпе, йышпа тунă пысăк предприятирен ку вăхăт тĕлне йывăç-тĕмлĕ территорийĕ тата хăш-пĕр объектсен пĕтсех пĕтеймен ванчăкĕсемпе вырăнĕсем кăна тăрса юлнă.
Республикăран та, районтан та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă пулнă ку пĕлтерĕшлĕ стройкăна кал-кал вĕçлесе пысăк тупăшлă аш комплексĕ туса хурас тесе. Строительсем тăрăшнă кунта, хăватлă техника ĕçленĕ, студентсен строительство отрячĕсем вăй хунă, районти предприятисемпе учрежденисен, колхозсемпе совхозсен ĕçлекенĕсем кĕпе аçлăкĕсене тар кастарнă... Субботниксемпе воскресниксем çине-çине йĕркеленĕ. Мĕнле кăна оборудовани вырнаçтарман пулĕ тата. Хуçалăхсене самăртмалли çĕнĕ комплекса (унăн ячĕ "Мир" марччĕ-ши) ирĕксĕрлесе тенĕ пек, заданисем çитерсе, хăйсен фермисенчен çамрăк сыснасем партаратчĕç. Ячĕ - хуçалăхсем хушшинчи сыснасем самăртмалли комплекс-çке-ха! Вĕсене ашлăх хăвăрт самăртса пайта илмелле тата аш хисепне ỹстермелле пулнă.
Хăш-пĕр хуçалăхсем турткалашатчĕç, уссине курмастчĕç, нăрикĕсем çухрашатчĕç. Комплексран ашлăх выльăх ăсататчĕç-ха патшалăха, анчах сыснасен планпа пăхнинчен чылай пĕчĕкрех йышĕ те, вĕсен пысăк мар ỹт хушаслăхĕ те ниепле те савăнăç кỹрейместчĕ. Çулталăк тăршшĕнче районти пĕр-пĕр фермăри чухлĕ сысна чунĕсене "хăямата" паратчĕ. Йĕкехỹресем саранчасем пекех хунанăччĕ. Вĕсене карçынкки-карçынккипе тытатчĕç... Шывĕ те юрăхлă мар тетчĕç. Ăçтан кăна илмерĕç ăна, тăкак çине тăкак купаларĕç. Пăс хуранĕсем те тỹсейместчĕç унти шыв хытăлăхне.
Тỹсеймерĕ, арканчĕ комплекс. Çапах та тĕпчевçĕсем ун пирки хăçан та пулса тĕплĕнрех çырса кăтартĕç-ха, тен, нумайăшĕшĕн халиччен пĕлмен интереслĕ, тĕлĕнмелле тĕслĕхсем те тупса палăртĕç.
Анчах эпĕ хытах пăрăнтăм пулас хамăн шухăшăмсенчен. Эпĕ унти хальхи илемсĕр лару-тăру пирки çырса кăтартасшăнччĕ. Унчченхи комплекс территорийĕ хальхи вăхăтра çав таран йĕркесĕр свалка вырăнĕ пулса тăнă. Асфальтлă çул енчен пырса кĕнĕ çĕртех мĕнле кăна ăпăр-тапăр, тĕрлĕ ванчăк, çỹп-çап, сапаланчăк тăкса тултарман-ши унта. Территорийĕпе миçе тĕлте çавăн пек чыссăр, тĕлли-паллисĕр, тăрлавсăр вырăнсем çук мар-ши? Пĕр йĕрке, типтерлĕх палли те юлман-тăр унта. Маларах кунта автошкул пункчĕ те пурччĕ. Территорин тепĕр енчех вара - ялсенчен, хуçалăхсенчен илсе килекен вилнĕ выльăхсене йышăнакан вырăн. Çакăнтан вĕсене Çĕрпỹри шăмăпа аш çăнăхĕ тăвакан завода илсе каяççĕ-мĕн. Анчах тĕрĕсех суйласа илнĕ-ши ăна валли çак вырăна? Асфальтлă çул хĕрринче тесе-ши? Пĕрремĕшĕнчен, хĕлле юр тултарать кунта, пырса кĕрейместĕн. Çавăнпа выльăхсен виллисене çул хĕрринех юр çине пăрахнă тĕслĕхсем пулчĕç. Иккĕмĕшĕнчен - çынсем, транспорт хатĕрĕсем массăллă çỹрекен вырăн ку - чир-чĕр ертес хăрушлăх çук мар. Виле пур çĕрте çулла шăна-пăванĕ те, кăшлакан чĕр чунсем те ĕрчеççĕ, хуçасăр çапкаланчăк йытăсем те кунта килсе тухаççĕ.
Комплекс территорийĕ питĕ йывăç-тĕмлĕ. Çимĕç йывăççисем нумай ỹсеççĕ кунта. Çулла канма меллĕ вырăн. Çынсем, çамрăк мăшăрсем, юратуллă яш-кĕрĕм комплекс территорине тасамарлăха пăхмасăрах çăмăл машинăсемпе канма, шашлăк пĕçерсе çиме, пухăнса калаçма кĕрсе çỹреççĕ. Касулласене, пăрупа ĕне кĕтĕвĕсене те тăтăшах курма-асăрхама пулать кунта. Халăха та, уйрăмах çамрăксене, унта кĕме чараймăн. Çавăнпа ку территорие çапла виçесĕр çỹплени, никам ирĕк паман свалкăсем туса хуни, вилнĕ выльăхсене кĕртсе пăрахни вырăнлă-ши?
И.ГЛАДКОВ.