26 сентября 2014 г.
Выльăхсене те, çынсем пекех, тем тĕрлĕ чир-чĕрпе хурт-кăпшанкă аптăратма, сиенлеме, сывлăхне хавшатма пултарать. Ку енĕпе паразитсем те палăрса тăраççĕ.
Мăйракаллă шултра выльăхсене паразитсем пуçарнипе аптратакан питĕ анлă сарăлнă чирсенчен пĕри вăл - гипотерматоз. Урăхларах каласан - пукра. Вăл ĕне выльăхпа лашасене самаях канăçсăрлантарать. Чире кукăр кутсем (тĕкĕлтурана аса илтерекен кăпшанкăсем) пуçараççĕ. Вĕсем хĕвеллĕ ăшă кунсенче (сывлăш температури 11-30 градус тăнă вăхăтра) иртен пуçласа каçченех вĕçнине курма-асăрхама пулать. Ама кăпшанкăсем çăмлă вырăнсене тир айне (ытларах хырăм айĕпе уран аялти пайне) çăмартасем хураççĕ. Тепĕр 4-5 кунран çав çăмартасенчен пĕрремĕш тапхăрти вĕтĕ хуртсем (личинкăсем) тухса выльăх тирне шăтарса çурăм шăмми каналĕ патнелле хăпараççĕ, унта кĕрсе вырнаçса 3 уйăх таран пурăнаççĕ. Çавăн хыççăн личинкăсем миме каналĕпе çурăм çинчи тир айне лекеççĕ, ăна шăтарса тухаççĕ. Çапла вара хуртсен иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Тир айĕнче пỹрпе тулнă хытă чăмаккасем палăраççĕ. Хăйсен аталанăвĕн виççĕмĕш тапхăрне çитсен, личинкăсем тир çинчи шăтăксем витĕр çĕр çине тухса ỹкеççĕ те тăпра ăшĕнче куколкăна куçаççĕ, вĕсенчен кукăр кутсем çитĕнеççĕ. Пукра - ерекен чир. Вăл выльăхсене ытларах çу çитсен, вĕсем кĕтĕве тухсан, ерет.
Чир ернĕ выльăх канăçсăрланать, унăн продуктивлăхĕ чакать. Выльăх апат начар çиме тытăнать, хыçкаланать. Çамрăк выльăх ỹт начар хушать. Пукраллă ĕне палăрмаллах сĕт чакарать. Выльăхсене пукраран çулталăкра икĕ хутчен сиплемелле: кĕркунне - кукăр кутсем вĕçме чарăнсан тата çуркунне.
Кĕркунне пĕрремĕш тапхăрта личинкăсене ятарлă препаратсемпе усă курса пĕтереççĕ. Çуркунне сиплеççĕ. Кĕркуннехи профилактика выльăхсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Вăл пукрапа чирлессине чакарма е вуçех пĕтерме май парать. Пукрапа кĕрешмелли препаратпа укол туни пукрана çеç мар, ỹпкери вĕтĕ хуртсене те пĕтерет. Çакна шута илсе кĕркуннехи обработкăна камăн ĕне выльăх пур пурин те вăхăтне пĕлтерсен палăртнă вырăна илсе пыма тăрăшмалла.
В.ТАБАЕВ, ветврач