АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçтан ĕрчеччĕр

26 сентября 2014 г.

 

Хальхи саманара хăш-пĕр ялсенче шыва кĕмелли майлă вырăнсем те çук. Ĕлĕк тулăх шывлă пĕвесемпе юхан шывсенче йышлă пулă çатăлтатнă. Вăл вăхăтра юхан шывсемпе кỹлĕсенче ондатрăсемпе ăтăрсем пулманпа пĕрех, халĕ йышлансах пыраççĕ. Вĕсем те выçă пурăнмаççĕ вĕт-ха. Пулăсене вăлча сапнă вăхăтра та, ытти чухне те сĕрсе е тетел карса сăтăрла майпа тытаççĕ пулсан, ăçтан пулă ĕрчетĕр-ха?

Çуркунне кайăк хурсемпе кайăк кăвакалсем чĕпĕсем кăларма йышлăн карталанса вĕçсе килнине куратăн та, чун-чĕре савăнать. Анчах пăшал çакса çỹрекен выçă çынсем вĕсене пирĕн ене чĕпĕсем кăларма килнĕ чухне те, кĕркунне ăшă енне каялла кайнă чухне те переççĕ. Юлашки вăхăтра пăшисем, хир сыснисем, мулкачсем халичченхи пек курăнсах каймаççĕ. Кашкăрсемпе пăшал çакса çỹрекенсем йышлансах пыраççĕ пулсан, чĕр чун тĕнчи ăçтан ĕрчесе ĕлкĕртĕр-ха? Вăрçă хыççăнхи çулсенче халăх выçăллă-тутăллă пурăннă, какай та çисех курайман, апла пулин те хальхи пек пăшал е сĕреке йăтса çỹрекенсем сайра пулнă. Халĕ эпир ырă пурнăçран иртĕхсе çут çанталăка, чĕр чун тĕнчине сăтăр туса пурăнатпăр. Тилĕсемпе кашкăрсене тытмаççĕ, вĕсем йышлансах пыраççĕ. Чĕр чун тĕнчине мĕн чухлĕ сăтăр тăваççĕ вĕсем те. Хăшĕ-пĕрисем тата çуркунне ир ешерсе тухакан хĕвел çутипе куçа йăмăхтарса ларакан хитре чечексене ывçи-ывçипе татаççĕ. Çурхи чечек мĕн тери хитре, вăл тавралăха, çут çанталăка илем кỹрсе ларать. Вăрлăх пулса тăкăнмасăр е тымарĕпе тăпăлтарма пуçласан çитес çул çав вырăнта ăçтан чечек ỹстĕр-ха. Нумайăшĕ кăмпана çỹреççĕ. Кăмпана та тымарĕпе тăпăлтарма пуçласан, çитес çул çав вырăнта ăçтан кăмпа савăнтартăр-ха? Каплах чунсăрла пурăнсан, хамăр ачасем валли пĕр ырă ĕç те пулса хăварма пултарайăпăр-ши? Чылайăшĕ паян пурăнса пултăр тесе шухăшлать пулас.

А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика