АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Табак тĕтĕмĕ сиенлĕ

26 сентября 2014 г.

Табак тĕтĕмĕ сиенлĕ

 

Раççей Федерацийĕн 2013 çулхи февраль уйăхĕн 23-мĕшĕнче йышăннă "Граждансен сывлăхне таврана сарăлнă табак тĕтĕмĕн тата ăна туртнă хыççăнхи сиен витĕмĕнчен сыхласси" саккунĕ кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен туллин ĕçлеме пуçларĕ.

Çак саккунпа килĕшỹллĕн общество аталанăвĕн заведенийĕсенче - ресторансемпе кафесенче, барсемпе закусочнăйсенче тата ыттисенче - табак туртма юрамасть. Вĕсенчи сĕтелсем çинче халĕ кĕл тăкмăшĕсем кураймăн, заведение кĕмелли алăксем çине тĕтĕрме юраманнине асăрхаттаракан паллăсене вырнаçтарнă.

Пассажирсене инçете илсе çỹрекен пуйăс-пăрахутра, хулари тата ун çумĕнчи общество транспортĕнче, хăна çурчĕсенче, ача-пăча лапамĕсенче, хăйăр çинче хĕртĕнмелли вырăнсенче, ярмăрккăсенче, халăх йышлă пурăнакан çĕрте... халĕ туртмашкăн ирĕк çук.

Табак продукцийĕпе суту-илỹ тăвас енĕпе те улшăнусем кĕнĕ. Киосксемпе палаткăсенче, çавăн пекех автоматсем урлă е дистанци мелĕпе сигарет сутмалла мар. Лавккасемпе павильонсенче кăна сĕнме пултараççĕ. Табак таварĕ сентресем çинче курăнмалла мар, ăна туянас текене информацин прайс-хутне кăна сĕнмелле.

Маларах асăннă саккун çаплах табак сутассине хавхалантарма тата ăна рекламăлама чарать. Пирус-сигарета сăнлакан произведенисене, çав шутра теле тата курав фильмсене, кинохроника программисене экран çине кăларас умĕн çак ĕçе йĕркелессишĕн яваплисен малтан е кăларăм вăхăтĕнче табак сиенĕ çинчен социаллă рекламăна трансляцилемелле...

Саккуна пăснисен вара яваплăх тытма тивет. Тĕслĕхрен, табак таварне сутакан йĕркене пăснăшăн уйрăм гражданина административлă майпа 2-3 пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ-тĕк, должноçри çынсене - 5-10 пин, юридици сăпатĕнче тăракансене (предприятисене) - 30-50 пин таран, çул çитмен ачасене сутнăшăн пĕрремĕшсене - 3-5 пин, иккĕмĕшĕсене - 30-50 пин, виççĕмĕшĕсене - 100-500 пин тенкĕ таран.

Саккунра палăртнă заведенисенче тĕтĕм мăкăрлантаракансем сывлăха çеç мар, хăйсен кĕсйине те сиен кỹреççĕ. Туртаканнин 1,5 пин тенкĕ штраф кăларса памалла пулсан, заведени хуçин - 90 пин тенкĕ.

Çавăнпа алла пирус тытиччен лайăх шухăшласа пăхăр. Сывлăша сĕрĕмлеме паянах пăрахăр. Çапла майпа хăвăрăн сывлăха упратăр.

Т.ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика