26 сентября 2014 г.
Кашни çулах ылтăн кĕркуннепе пĕрле паллă уяв - воспитательсен кунĕ килет. Çак ята тивĕçнĕ çынсене çут çанталăк та хăйĕн ырлăхне панăн туйăнать: сарă, хĕрлĕ, ылтăн çулçăсен вăййипе саламлать.
Эпĕ те кукамай пулăшнипе çак паллă уявра эрнери 5 кун маншăн иккĕмĕш анне пулса тăнă Тамара Николаевна Павлова çинчен пĕр-икĕ сăмахпа та пулин каласа парасшăн.
Тамара Николаевна 25 çул воспитатель пулса ĕçлет, вăл шутран 16 çулне Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача-пăча учрежденийĕнче вăй хурать. Вăл пире ирхине яланах кăмăллă кулăпа ăшшăн кĕтсе илет те кунĕпех юмах тĕнчинче ертсе çỹрет, кашни кун çĕннине вĕрентет, пурнăçпа тан утма хăнăхтарса пырать. Эпир кашни çулах районта, республикăра, Раççей шайĕнче иртекен конкурссемпе фестивальсене хутшăнатпăр, ăс-тăн тупăшăвĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илетпĕр. Эпĕ каçхине те, тунсăхласа çитсен, Тамара Николаевнăпа компьютер урлă çыхăнатăп.
Тата пире кулленхи ачалăх тĕнчинче хаваслă та туллин пурăнма Ирина аппа, няньăра тăрăшакан Ираида Варфоломеевна Султанова пулăшса пырать. Вăл пире хăй пекех ĕçчен, типтерлĕ, хитре те илемлĕ пулма вĕрентет.
Юрă-кĕвĕ тĕнчине вара эпир Ольга Владимировна Андреевапа çỹретпĕр, юрлама, ташлама хăнăхатпăр.
Сентябрĕн 25-мĕшĕнчи уявпа вĕсене, воспитательсене, пур ача ячĕпе тав сăмахĕ калатăп, хисеплĕ те пархатарлă ĕçре яланах ăнăçу сунатăп.
Женя ИЛЬИНА.