АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем юрлаççĕ

26 сентября 2014 г.

 

Нумаях пулмасть Канашри культура çуртĕнче вĕрентекенсен хорĕсен конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Унта Канаш хулинчи тата Канаш, Тăвай, Элĕк, Вăрнар районĕсенчи шкулсенче ĕçлекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чăваш, вырăс тата паянхи композиторсен произведенийĕсене юрларĕç вĕрентекенсем. Вĕсен номерĕсене жюри членĕсем хакларĕç. Залри куракансем юрăçсене алă çупса хавхалантарчĕç.

Тăвай районĕн хорĕ хăйĕн программине çỹллĕ шайра пурнăçларĕ. Кашни юрра ăшшăн йышăнчĕç залрисем. Тăвайсем конкурсран пысăк хавхаланупа таврăнчĕç. Юрă уявĕ вĕсене кăмăла кайнă. Эппин шкулсене юрă тепĕр хут таврăнĕ. "Вĕрентекен вальсĕ нихăçан та вĕçленмест", - тесе ахальтен çырман вырăс поэчĕ хăйĕн сăввинче.

И.СИДОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика