23 сентября 2014 г.

Пĕтĕм тĕнчери "Сочи-2014" инвестици форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕ "Бюджет шайлашулăхĕ е ỹсĕме хăвăртлатасси: суйлама вăхăт-и?" темăпа ирттернĕ ĕçлĕ апатланăва хутшăннă.
Микроэкономика тăнăçлăхне çирĕплетмелли мерăсене сỹтсе явма РФ вице-премьерĕсем Ольга Голодец тата Аркадий Дворкович, финанс, экономика аталанăвĕн министрĕсен Антон Силуанов, Алексей Улюкаев, ыттисем хутшăннă. Калаçăва Перекет банкĕн правленийĕн председателĕ Герман Греф ертсе пынă.
Тĕл пулура çакна палăртнă: шайлашуллă бюджет экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ пулса тăрать. Çавна май налук тиевĕн ỹсĕмĕнчен сыхланмалла, пенсисен пухăнса пыракан виçин тăнăçлăхне ỹстермелле. РФ субъекчĕсен экономика ỹсĕмне çирĕплетмелли мерăсене тишкернĕ май калаçăва хутшăннисем регионсен инвестици илĕртỹлĕхне тĕпе хумаллине палăртнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев бюджет шайлашулăхĕ ĕçлĕ климата лайăхлатассине витĕм кỹни çинчен каланă. Çавăнпа республика бюджетĕнче укçа-тенке программăсем валли тĕллевлĕн уйăрмалли меслете тĕпе хунă. Çавăн пекех экономика кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе обществăпа политика лару-тăрăвĕн лăпкăлăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
"Влаçсен хăйсем шантарнине пурнăçламалла. Çăмăл мар, анчах регионăн инвестици илĕртỹлĕхĕн шайĕ çакăнтан нумай килет. Экономикăри лару-тăру йĕркеллĕ пулсан - бизнес хăйĕн вырăнне тупатех. Унăн патшалăх 3, 5 тата 10 çуллăха мĕнле вăйă правилисем палăртнине пĕлмелле - çакă чи кирли. Çав правилăсем улшăнсах тăни арпашу çуратĕ, коммерци тытăмĕсем çакна ăнланмĕç. Çавăнпа эпир хамăрăн бизнесменсем хăйсен тĕллевĕсене ĕçпе тỹрре кăларччĕр тесе ырă условисем йĕркелеме тăрăшăпăр", - пĕтĕмлетнĕ республика Пуçлăхĕ.