23 сентября 2014 г.
Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче районти депутатсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, район прокурорне пулăшакан Андрей Афанасьев, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем, администраци пайĕсен начальникĕсем тата секторсен заведующийĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Александр Сергеев Тăвай районĕнчи депутатсен Пухăвĕн 2013 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче йышăннă "Тăвай районĕн 2014 çулхи тата 2015-2016 çулсенчи тапхăрчченхи бюджечĕ çинчен" документа тата ытти йышăнусене пăхса тухасси пирки калаçнă.
Районăн контрольпе шутлав органĕн председателĕ Александр Григорьев "Тăвай район бюджетне 2014 çулхи малтанхи 6 уйăхра мĕнле пурнăçласа пыни çинчен" отчетпа паллаштарнă.
Юридика службин секторĕн заведующийĕ Аркадий Захаров та тухса калаçнă. Вăл хускатнă ыйтусемпе пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Районти депутатсен Пухăвĕнче юлашкинчен награда парасси çинчен ыйтса çырнине пăхса тухнă.
В.ВАСИЛЬЕВ.