АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци чупăвне хутшăнар

19 сентября 2014 г.

 

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче районти ял тăрăхĕсенче тата Тăвайри стадионра Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ - "Наци кросĕ-2014" пулать. Ăмăртусем 11 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ. Унта сывлăх пур кашни çын хутшăнма пултарать. 17 çул таранчченхи спортсменсен пурин те ăмăртусене хутшăнма врач ирĕк пани, 18 çулхи тата унтан аслăрах ỹсĕмрисен врач ирĕк панисĕр пуçне ятран паракан заявкăра хăй сывлăхĕшĕн хăй яваплă пулнине алă пусса çирĕплетни пулмалла.

Дистанцисем çавнашкал:

1000 м - VIP чупу (предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертỹçисемпе вĕсен çумĕсем);

1000 м - 2005 тата унран каярахри çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем;

1000 м - 1997 тата унран каярахри çулсенче çуралнă хĕрсем;

2000 м - 1997 тата унран каярахри çулсенче çуралнă яшсем;

2000 м - 18 çултан пуçласа 29 çул тултарман хĕрарăмсемпе арçынсем;

1000 м - 30-39 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем;

1000 м - 40-49 çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем;

1000 м - 50-59 çулсенчи арçынсем;

1000 м - 50-54 çулсенчи хĕрарăмсем;

500 м - 60 çулхи тата унран аслăрах ỹсĕмри арçынсем;

500 м - 55 çулхи тата унран аслăрах ỹсĕмри хĕрарăмсем.

Дистанцисенче, ушкăнсенче мала тухнисене пурне те дипломсем парса хавхалантараççĕ.

Йĕркелỹ комитечĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика