АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци пырать

19 сентября 2014 г.

 

Октябрĕн 11-мĕшĕччен Раççейре "Вăрманçăсем алăка уçаççĕ" акци иртет. Вăл сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă. Унăн пуçаруçи - РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви.

Çав кунччен вĕренекенсене, производствăра вăй хуракан çамрăксене вăрманпа çыхăннă учрежденисенче йышăнаççĕ. Акци тĕллевĕ - вĕсене вăрман хуçалăхĕсен, пушар-хими станцийĕсен, питомниксен ĕç-хĕлĕпе паллаштарасси.

Хăнасене тĕрлĕ йывăç лартса çитĕнтерни, Раççей вăрман хуçалăхĕн историйĕпе тĕллевĕ çинчен каласа кăтартĕç. Тĕл пулусенче отрасль умĕнчи çивĕч ыйтусене те сỹтсе явĕç.

Шăрăх тапхăрта вăрмансенче пушар ан тухтăр тесен хăрăк-харăка вут хыпса илесрен кашнин асăрханмалла. Калаçусенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине те хускатĕç. Хуçалăхсен, пушар-хими станцийĕн техника хатĕрĕсене кăтартĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика