19 сентября 2014 г.
"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне республикăн тĕп хулинче ирттерни, паллах, пысăк чыс. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев форума 20 çĕр-шывран 3 пине яхăн çын хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Физкультурăпа спорта аталантарса пыни вĕренекенсене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшасса, ырă витĕм кỹрессе шанса ĕçлет пирĕн коллектив.
Спортăн тĕрлĕ енĕпе палăраççĕ шкул спортсменĕсем. "Аль" спорткомплексĕ уçăлнă хыççăн унта çỹрекенсен йышĕ ỹсрĕ. "Мĕн тери пысăк савăнăç районта бассейн пурри," - теççĕ ачасем. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă районти чупура аслă классем хушшинче пирĕн шкул команди 2-мĕш вырăна тухрĕ. Форума тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе ятарлă мероприятисен планне туса хунă. Вĕренекенсем сентябрĕн 21-мĕшĕнче наци кросне хутшăнаççĕ. Маларах çăмăл атлетсен ăмăртăвне ирттернĕччĕ. Çул ỹсĕмне шута илсе кашни класс тĕрлĕ дистанцире тупăшрĕ.
А.НИКОЛАЕВА, Тĕмерти вăтам шкул директорĕ.