АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре тупнă телей

19 сентября 2014 г.

 

Иксĕмĕр те пĕр кунта çуралнăран-и (кун пирки пĕр 5 çул каялла пĕлĕшĕн юбилейĕнче ăнсăртран пĕлнĕччĕ), курас-тăвас пулсан Людмила Маршевапа яланах ăшшăн сывлăх сунса, пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленетпĕр.

-Сентябрĕн 19-мĕшĕнче 65 çул тултаратăп. Пенсие тухни 10 çул, ĕçлетĕп-ха. Хăнăхнă коллективран пĕрре те уйрăлас килмест. Вăхăт иртни те сисĕнмест капла, - кăмăллăн пĕлтернĕччĕ эрне каялла Людмила Елизаровна.

Мăшăрне çухатнă хыççăн тунсăха сирме ĕç те пулăшать пулĕ, тесе шухăшласа илтĕм.

Çĕнçырма хĕрĕ мĕн ачаранах сутуçă пулма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ лавккара ĕçленĕрен-и, уроксем хыççăн магазина чупнă. Уйрăмах юлташĕсене печени-канфет виçсе пама юратнă. Шутпа хушса кăларма та хăнăхнă. Пĕр çул стройкăра ĕçленĕ хыççăн чунĕ суту-илĕвех туртăннă. Сутуçă профессине алла илнĕ хыççăн Тăвай ене таврăннă. Элпуç тăрăхĕнчи магазинсенче сутуçăра, район центрĕнче заведующире нумай çул вăй хунă. Потребобщество системинчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 48 çула çитнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан хурал службине вырнаçнă. Сменăпа ĕçленĕрен çу кунĕсенче ялти кил хуçалăхĕнче тăрмашма та ĕлкĕрет. Ачисене, мăнукĕсене пулăшать.

Маттур чăваш хĕрарăмне ĕçри ỹсĕмсемшĕн Хисеп хучĕсемпе, тав çырăвĕсемпе чысланă. Сăн-питрен 65 çулта тесе калаймăн ăна. Çамрăклăхри илемне çухатман-ха. Юрра-ташша ăстаскер, шăпчăк сассипе ыттисен чунĕсене çĕклет уявсенче.

Район хаçатне тахçантанпах çырăнать ĕç ветеранĕ. Ăна кура Надежда Алексеева, Валентина Иванова, Алексей Васильев та "Ял ĕçченĕпе" туслашрĕç кăçал. Ĕçре сатурскере коллективра хисеплеççĕ. Людмила Елизаровнана çуралнă кунпа саламласа ыррине кăна сунаççĕ.

Яланах паянхи пек хавас кăмăл-туйăмлă юлăр, малашне те хавхаланупа мал ĕмĕтлĕ пурăнмалла пултăр.

Р.ШУМОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика