19 сентября 2014 г.
Юлашки вăхăтра Чăваш Енре телефонпа улталаса укçа сăптăракансем йышланнă. Вĕсем телефон çине "Сирĕн карттăна ĕçлеме чарнă" тесе СМС яраççĕ те асăннă номерпе шăнкăравлама, укçа куçарма ыйтаççĕ.
Сăмахран, сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 23-ри яшăн телефонĕ çине банк картти ĕçлеменни çинчен пĕлтерсе СМС янă. Каччă тỹрех унта шăнкăравласа картта пин-кодне пĕлтернĕ. Ун хыççăн ун патне пĕрин хыççăн тепри, пурĕ 14 СМС-çыру çитнĕ: шут çинчен 200 пин тенкĕ укçа илнине пĕлтернĕ. Улатăрта пурăнакан 48-ти хĕрарăма та çакăн пекех улталанă, вăл 6000 тенкĕ укçа çухатнă. Канаш çыннин 70 пин тенкĕпе сыв пуллашма тивнĕ.
ЧР Шалти ĕçсен министерстви çынсене тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтерет. Картта пирки иккĕленỹллĕ абонентран мар, банк ĕçченĕсенчен ыйтса пĕлмелле. Çакнашкал хыпарсене шута илмелле мар, тỹрех банка шăнкăравламалла, сисчĕвлентерекен тĕслĕхсем çинчен полицие пĕлтермелле.
А.КРАСНОВ.