АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçасăрри çавах та хăрушă

19 сентября 2014 г.

 

Уйра пĕччен е иккĕн çỹреме те хăрушă халь. Усă курмасăр выртакан уйсенчи хыт хурапа мăян хушшинчен урнă тилĕ е çуллахи вăхăтра уйра хуçасăр çỹрекен виç-тăватă йытă сиксе тухсан мĕнле çăлăнса юлмалла(

Юлашки вăхăтра пуйса кайрăмăр-ши е ĕçсĕр аптăранипе сурăх вырăнне йытă усрама пуçларăмăр. Хăш-пĕр ялсемпе хуласенче ирĕкри йытăсем йышланса пыраççĕ. Ирĕкре çỹрекенскерсем, ватă çынсене, ача-пăчана, выльăхсене, хур-кăвакала тапăнасси те пулма пултарать. Кама та пулса çыртса суранласан больницăра сывалнăшăн йытă хуçин тỹлесе тăмалли çинчен те манмалла мар. Çавăнпа хамăр çинчен çеç шутламалла мар пирĕн. Пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма хăнăхмалла. Законсене, йĕркелĕхе пăхăнса пурăнмалла. Миллионерсем тата çынна туллакан йăхри пăру пысăкăш йытăсем усрани çинчен калаççĕ. Пуянлăхне ниçта хурайман çынсен çаратмалли, вăрламалли сахал мар, паллах. Усрасан, кăкаркăçра тытасчĕ. Таçти урамра ял тăрăх шăмă е аш-какай татăкĕ шыраса çỹрекен тăватă ураллă хураçка килне лапăстатса пырасса кĕтсе ларать-ши çĕрле çаратма пынă вăрă-хурах? Çук, паллах. Хальхи вăрă хурахсене виçĕ йытăпа та чараймăн, вĕсем пушă алăпа çỹремĕç. Хуласенче тăр-кăнтăрлах магазинсене, банксене çаратнине кăтартаççĕ, пĕрех хăшне-пĕрне тытаймаççĕ. Хăшĕ-пĕри тата пирĕн йытă никама та çыртмасть, пулă пекех йăваш вăл, теççĕ. Хуçине çыртма ухмах мар вĕт-ха вăл. Çывăрнă чухне эпир хамăр та пурте йăваш, ирхине çывăрса тăратпăр та пуçра вара урăхларах шухăшсем хуçаланма пуçлаççĕ.

Çанталăк та паян уяр тăрать, ыран çумăр çума пултарать. Урамра ватăсене, ача-пăчана хăратса çỹрекен йытă та çавах мар-и-ха? Паян лăпкă та йăваш вăл, ыран ун пуçне темĕнле шухăш пырса кĕрет-ха. Ман шутпа, хураçкана çитерсе усрас апатпа чăх-чĕп, хур кăвакал е сысна усрасан усăллăрах пуль. Килте йытă тытасах тесен, кăкаркăçра пултăр вăл. Йĕкехỹресене те хăраттăр. Çак уйăхра кăна-ха ирĕкри йытăсене вĕлерес ыйтупа пĕр пуçлăх патĕнче пултăм.

"Ирĕкри йытăсене вĕлерме юрамасть, вĕсене тытса, кăкарса, машин çине лартса килне çитерсе ямалла", - терĕ. Вĕлерес пулсан, полици пуçлăхĕнчен ирĕк илмелле имĕш. Хальхи вăхăтра хуçасăр йытăсем çын пурнăçĕнчен те хаклăрах-мĕн. Вĕсене патшалăх хỹтĕлет. Вĕсене тытса приютсенче тăрантарса усраççĕ. Чирлесен сыватакансем, пăхса-тăрантарса усракансем пур. Какайпа, пахча-çимĕçсемпе вĕсем валли консервăсем кăлараççĕ.

Анчах мĕншĕн кунти хуçасăр, чупкăн йытăсене тытса приютсене леçмеççĕ-ха?

А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика