19 сентября 2014 г.
"Пирĕн таврара - чечексем" ятлă уяв иртнĕ Тăвайри ача-пăча библиотекинче.
Унта район центрĕнчи шкулчченхи виççĕмĕш номерлĕ учреждение çỹрекенсем хутшăннă. Наталия Викторовна Волкова воспитательницăпа пĕрле ачасем "Чечексен калейдоскопĕ" ятлă кĕнекесен куравĕпе паллашнă. "Чечексен фантазийĕ" выставкăра 20 тĕрлĕ чечек çыххи те пур пулĕ. Ăна "Çăлкуç" ятлă клуба çỹрекен çут çанталăк тусĕсем хатĕрленĕ. Ачасем сăвăсем вуланă. Пахчари, пỹлĕмри чечексем çинчен ыйтусене хуравланă.
Г.ТИМОФЕЕВА, библиотекарь.