АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ларăвĕнче

16 сентября 2014 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе ял тăрăхĕсен, райадминистрацин пайĕсен, организацисемпе предприятисен ертỹçисен ларăвĕ иртнĕ ĕнер. Унта хыçа юлнă эрнен ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.

Юн кун Пĕрлехи информаци кунĕ пулать Тăвай енре. Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев ертсе пыракан ушкăн килет пирĕн района. Информушкăнсем тĕрлĕ ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçĕç.

"Наци кросĕ-2014" чупу сентябрĕн 21-мĕшĕнче пулать. Ăмăртусем районти вĕренỹ учрежденийĕсен стадионĕсенче иртеççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин ял хуçалăхĕнчи ĕçсем çинчен каласа кăтартнă.

Территорисене тасатасси, хутмалли сезона хатĕрленесси пирки калаçнă çакăн хыççăн.

Социаллă аталану, архив ĕçĕн пайĕн начальникне Н.Чайкинана, "Аль" спорткомплекс директорне А.Кириллова, полици уйрăмĕн начальникне В.Обаськина, надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторне А.Фролова, Тăвайри больницăн тĕп врачне Н.Бурдасована тимлĕ итленĕ ларурисем.

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче районта сывлăхпа спорт кунĕ пулать.

Г.ЕГОРОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика