АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр çул валли те çырăнчĕ

16 сентября 2014 г.

Тепĕр çул валли те çырăнчĕ

 

-2015 çулхи пĕрремĕш çур çул валли "Ял ĕçченĕ" хаçата çырăнтарас тапхăр пуçланни çинчен вуларăм та ăна çырăнас тесе килтĕм, - пĕлтерчĕ редакцие кĕнĕ вăтам пỹ-силлĕ хĕрарăм.

Тăвайра пурăнакан Зоя Кнни пулчĕ ку. "Тăвайри кооператив" потребобщество магазинĕнче тасалăхшăн тимленĕ тивĕçлĕ канăва тухиччен. Халĕ те алă усса лармасть, яланах ĕçре, халăх хушшинче. Хресчен фермер хуçалăхĕсене çĕр улми пухма, тырă аллама тухать. Тăвай чиркĕвне тунă çĕрте те вăй-хала шеллемесĕр тăрăшрĕ. Такама та пулăшма вăхăт тупать. Утса мар, чупса çỹрет тейĕн, пур çĕре те ĕлкĕрет.

"Ял ĕçченĕ" хаçата нумай çул çырăнса илет, юратса вулать. Район хыпарĕсемпе паллашать, юлашки вăхăтра тĕрлĕ рецептсем, усăллă канашсем пичетлесе кăларнипе кăмăллă. Ыттисене те çырăнса илме сĕнет. Калавсем ытларах пулччăр, тет.

Р.ШУМОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: З.Кнни хаçатăн çĕнĕ номерĕпе паллашать.

И.ГЛАДКОВ сăн ỹкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика