АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт фестивалĕ иртнĕ

16 сентября 2014 г.

 

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри пичетĕн фестивальне - СССР летчик-космонавтне, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройне Андриян Григорьевич Николаева асăнса ирттернĕ, республикăри "Советская Чувашия" хаçат призне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ 76-мĕш эстафета чупăвне хутшăннă.

-Спорт çынна вăй-хал кỹрет, паттăрлăх еннелле ăнтăлма хистет, çĕнтерỹ патне çирĕппĕн утма хавхалантарать. Ку питĕ кирлĕ! Çавнашкал туйăмсемлĕ çын кирек мĕнле йывăрлăхсене те парăнтарать, - тенĕ Михаил Васильевич спорт уявне пухăннисене саламласа.

Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен ертỹçисемпе, Чăваш патшалăх Канашĕн тата муниципаллă тытăмсен депутачĕсемпе пĕрле VIP-чупăва хутшăннă.

Чупса тухнă хыççăн вăл журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Эстафета ăмăртăвĕсем çынсене пĕр коллектива чăмăртанма пулăшаççĕ. Чăваш Правительствин членĕсем, хăйсен сывлăхĕ пирки тимлесе, тăтăшах спортăн тĕрлĕ тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ иккен. "Раççей - спорт патшалăхĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансен йышне нумайлатма пулăшать.

Чăваш пичечĕн эстафети этапсемпе иртнĕ. Малтан хуласемпе районсенчи спортсменсем хăйсен пултарулăхне вырăнсенче кăтартнă. Иртнĕ шăмат кун вара Шупашкарти "Энергия" стадионра чупнă вырăнсенчи çĕнтерỹçĕсем.

Юлашки этапра республикипе пурĕ 3 пин ытла спортсмен чупнă. Кăçал унта инвалидсем те хутшăннă.

А.ИВАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика