12 сентября 2014 г.
Çуллахи каникул кунĕсем шкулта вĕренекенсемшĕн питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Мучарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсемпе пĕрле студентсем те хаваслă ирттерчĕç каникул кунĕсене.
5 класра вĕренекен Александр Белков акă икĕ уйăх ашшĕпе пĕрле "Можарский" ОООра ĕне кĕтĕвне кĕтрĕ. 8 класра вĕренекен Анжела Косова Оренбург облаçĕнчи Соль-Илецк хулинче курортра пулчĕ. Ытти ачасем шкул площадкинче футболла тата ытти спорт вăййисем выляса сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Площадкăна çỹременнисем пулă тытнă, ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшнă.
Студентсенчен Вера Бурлакова, ЧПУра экономика факультетĕнче II курсра вĕренекен, Екатеринбург хулинче пулнă. Екатерина Ситулина, МГОУ студенчĕ, Мускавра ĕçленĕ. ЧППУ студенчĕ, урăх чĕлхесен факультетĕнче 5 курсра вĕренекен Надежда Лаврова та Мускавра Останкино башни çинче экскурсире пулнă, 337 метр çỹллĕшне улăхса курнă. Çак университетра истори факультетĕнче 4 курсра вĕренекен Михаил Федоров лагерьте тăрăшнă, унăн шăллĕ МГОУ студенчĕ, Владислав Шупашкар хулинче ĕçленĕ.
В.ЛАВРОВА. Мучар ялĕ.