АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарасси

05 сентября 2014 г.

Кун йĕркинче - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарасси

 

Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Тăвай районĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ ертсе пынипе "Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарасси çинчен" темăпа анлă канашлу иртрĕ.

Малтанах РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районти "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулчĕç. Общество 2006 çултанпа ĕçлет. Паянхи кун комплексра 1417 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 605 сăвакан ĕне усраççĕ. Кăçалхи 7 уйăхра кунта 2287,6 тонна паха сĕт туса илнĕ, ку вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 9,6 процент нумайрах. Выльăхсен йышĕ те, пăрусем пăхса илесси те çуллен хушăнса пырать. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" АУО гендиректорĕ Валерий Иванов предприятире выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тупăшлă пулнине каларĕ. Комплекс умĕнчи тĕл пулура тата ĕне витинче, çамрăк пăрусем патĕнче пулнă хушăра министр ыйту хыççăн ыйту пачĕ Валерий Николаевича. Сумлă хăнасемпе пĕрле кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, "Акконд-агро фирма" ХАО ертỹçисем тата ыттисем те пулчĕç. "Халь ĕне пуçне талăкра мĕн чухлĕ Сăватăр?" - кăсăкланчĕ министр. "17,8 килограмм", - çийĕнчех хурав пачĕ Валерий Николаевич. "Çулталăк вĕçĕнче ĕнесен продуктивлăхĕ мĕнле пулĕ?" - "5900 килограма çитерме тăрăшатпăр", - пулчĕ хурав. Сĕт хăйхаклăхĕ 11 тенкĕ те 28 пуспа танлашнине те каларĕ Валерий Николаевич. "Аталану планĕсем?" - ыйтрĕ РФ ял хуçалăх министрĕ. Фирма вăй-хăватне сарса-ỹстерсех пырасшăн, малта пыракан технологисене малашне те анлă çул парасшăн гендиректор. Ку тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ.

"Фирма лайăх аталаннă, хăйĕн çĕр лаптăкĕсем, пурлăхпа техника никĕсĕ, çирĕп апат бази, суту-илỹ сечĕ пур - малалла аталанма çул уçă. Хальхи вăхăтра сĕт цехне çĕнетсе пысăклатаççĕ, çакăн сметăпа пăхнă хакĕ - 30,2 млн. тенкĕ. Хăйсен укçипе те, вăрăм сроклă инвестици кредичĕн ресурсĕсемпе те усă кураççĕ. Пĕтĕмпе хута ярсан, талăкра 30 тонна таран тĕрлĕ сĕт продукчĕсем кăларма тытăнĕ çĕнетнĕ цех.

Унтан район администрацийĕн залĕнче Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас ыйтупа канашлу пычĕ. Унăн ĕçне РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоровсăр пуçне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, РФ тата ЧР ял хуçалăх министерствисен сотрудникĕсем, выльăх-чĕрлĕх предприятийĕсен ертỹçисем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем, аграри специалисчĕсемпе ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Канашлăва уçса, Николай Федоров Раççей тырăпа, çĕр улмипе, хĕвел çаврăнăш çăвĕпе, кăшман сахăрĕпе хăйĕн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтернине палăртрĕ. Унсăр пуçне, çĕр-шыв халех ĕнтĕ хăйне тинĕс продукчĕсемпе те тивĕçтерме пултарать, 1,8 млн. тоннăна яхăн пулла экспорта та ярать, 1 млн. тоннăна яхăн вара туянать, тулашран илсе кĕрет. Халăха хамăр çĕр-шыври ашпа тата аш продукчĕсемпе тивĕçтересси те начар мар пулса пырать. Сĕт тата сĕт продукчĕсем туса илекенсене пулăшма патшалăх енчен хушма мерăсем палăртаççĕ. Ку вăл приоритетлă отрасль пулнине палăртрĕ Николай Васильевич. Сысна ашĕ туса илессине патшалăх пулăшăвĕ памалли программа малалла ĕçлет.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çакна пĕлтерчĕ: республика ял хуçалăх производствин эффективлăхне кăтартакан тĕп кăтартупа - пĕр единица лаптăкран продукци туса илессипе - Раççейре йăлана кĕнĕ пекех малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Çапла, Чăваш енре ял хуçалăхĕнче усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 2013 çулта аш-какай 10 тонна (Атăл çи федераллă округра вăтамран 5,7, Раççейĕпе 7,3 тонна), сĕт - 42 тонна (Атăл çи федераллă округра - 20,5, Раççей Федерацийĕнче вăтамран 18,3 тонна) туса илнĕ.

Юлашки 5 çул хушшинче республикăра кашни çын пуçне аш-какай туса илнин динамики ỹснĕ. Çавăн пекех çын пуçне республикăра 340 килограмм сĕт туса илнĕ, анчах 254 литрĕпе çеç усă курнă. Малашне асăннă кăтартусем лайăхлансах пымалла.

Кăтартусем тата илсе кăтартма пулать. Çапла ялхуçалăх организацийĕсенче юлашки 5 çул хушшинче выльăхпа кайăк-кĕшĕк туса илесси 46 процент хушăннă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн производстви кăçалхи 7 уйăхра ỹсĕмпе палăрнă, ял хуçалăх продукцийĕн индексĕ пур хуçалăх категорийĕсене шута илсе 100,8 процентпа, çав вăхăтрах ял хуçалăх организацийĕсенче 103,5 процентпа танлашнă. Сысна ашĕ республикăри пур категорири хуçалăхсенче юлашки 5 çул хушшинче 9,9 процент нумайрах туса илнĕ, ял хуçалăх организацийĕсенче вăл 28-тан 62 процента çити ỹснĕ.

Ашлăх выльăхăн хисепне те майĕпен ỹстерсе пыраççĕ Чăваш Енре. Ку тĕлĕшпе Китай Халăх Республикипе пурнăçлама палăртнă пĕрлехи проект та сисĕмлĕ хушăм пулма кирлĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи "Аталану" ОООра 2000 пуç таран ашлăх выльăх ĕрчетме килĕшỹ тунă, терĕ Сергей Павлов. Çав вăхăтрах Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ сĕт отраслĕнче пĕр самантрах пысăк улшăнусем пулаймĕç, мĕншĕн тесен ку отрасле аталантарма вăрăм сроклăх инвестицисем хывмалла, терĕ.

Сергей Павлов РФ ял хуçалăх министерствине ертсе пыракансене сĕт туса илекенсене вăхăтра пулăшу панăшăн (1 литр пуçне паракан субсидишĕн) тав тунă, çав вăхăтрах федераллă бюджетран инвестици кредичĕсен процент ставкисене субсидилеме укçа çителĕксĕр пырса кĕнине кăтартса панă. Раççей ял хуçалăх министерствине конкурс йĕркипе суйласа илме 1 млрд. тенкĕлĕх ытла 283 çĕнĕ инвестици проекчĕ тăратнă пулнă, анчах вĕсем тĕлĕшпе ку таранччен тивĕçлĕ йышăнусем пулайман-ха. Кредит срокĕсене тăсас ыйтусем те тимлĕх ыйтаççĕ.

Раççей ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ăратлăх ĕçĕн Департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов ял хуçалăх продукцийĕн структуринче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен тỹпи чакни пăшăрхантаракан сигнал пулнине палăртрĕ, хăйĕн докладĕнче Чăваш Енĕн аграри секторĕнче тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем пĕчĕкрех пулнине танлаштарса пачĕ, ỹсен-тăран туса илесси мар, шăпах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси республикăн ял хуçалăх аталанăвĕнче приоритетлă пулса тăмаллине палăртрĕ. Чăн та, дискусси вăхăтĕнче çакăн пек шухăш та вырăн тупрĕ: Владимир Лабинов докладĕнче статистика даннăйĕсем нумай, анчах кăтартусем пĕчĕкреххин сăлтавĕсене тишкерсе уçса паман, Чăваш Республикинчи ял хуçалăх ĕçĕн уйрăмлăхĕсене те шута илмен.

Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутатне, "Акконд" УАО генеральнăй директорне Валерий Иванова та сăмах пачĕ Николай Федоров. Валерий Николаевич федераллă субсидисем пулмасан та хăйĕн аграрлă проекчĕсене пурнăçа кĕртме малашне те укçа-тенкĕ хывма хатĕррине пĕлтерчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Путь Ильича" агрофирма" тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Олег Дельман ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем хăйсен бизнесне аталантарас тĕллевпе кредит илнĕ чухнехи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, вăл февральтенпе инвестпроект кредичĕн банк проекчĕсене тỹлеме федераллă бюджетран субсидисем илеймест иккен. Унсăр пуçне вăл сĕт-çу фермин иккĕмĕш черетне тумашкăн кредит парассине Россельхозбанк 10 уйăх ĕнтĕ татса парайманнипе те кăмăлсăр. "Чăваш бройлерĕн" директорĕ Вадим Николаев унпа пĕр шухăшлă пулчĕ, вăхăтра кредитпа тивĕçтерменни бизнес аталанăвне чарса тăрать, терĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи ял хуçалăхĕнчи приоритетсене пĕр-пĕр чиновник мар, рынок палăртать, терĕ. Республика Пуçлăхĕ пĕлтĕр Чăваш Енре чи кирлĕ кăтартăва - тупăшлă ĕçлекен ял хуçалăх организацийĕсен йышне пысăклатма май килнине, çакă вăл аграрлă секторти ĕçсене вырăнлă, пĕлсе пурнăçласа пынинчен нумай килнине каларĕ.

Михаил Игнатьев РФ ял хуçалăх министерствине ертсе пыракансене чăваш аграрийĕсене 111 млн. тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрса панăшăн тав турĕ. "Çитменлĕхсем пур, йышăнатпăр, вĕсене пĕтерме тăрăшатпăр, анчах ỹсĕмсем те çук мар", - уçăмлатрĕ Михаил Игнатьев.

Юлашкинчен канашлăва Николай Федоров пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, РФ ял хуçалăх министерстви, аграрисене пулăшу пама федераллă бюджетран 28 млрд. тенкĕ хушма укçа илме палăртать, Чăваш Ен те çак суммăран 150 млн. тенкĕ патнелле илме пултарать. Министр ăнлантарнă тăрăх, хушма укçа-тенкĕне чи малтанах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе пулăшма яраççĕ. Çĕр ĕçĕнче патшалăх пулăшăвĕ илме пултаракан чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен элита вăрлăхсем ĕрчетесси, теплица хуçалăхĕ тата çĕр улми туса илесси пулĕ.

Чăваш Ен ял хуçалăх министерствин ертỹçин Сергей Павловăн доклачĕ патне таврăнса, Николай Федоров ЧР экономика аталанăвĕн министерстви, Чăваш Ен аталанăвĕн корпорацийĕ тата Китай компанийĕ ял хуçалăхĕнче пурнăçа кĕртме палăртакан пĕрлехи проекчĕ пирки чарăнса тăчĕ. Ку проекта Чăваш Республикипе Сычуань провинцийĕ килĕштерсе ĕçлемелли икĕ енлĕ килĕшỹпе тата федераллă пĕлтерĕшлĕ Чунцин хулипе пурнăçа кĕртеççĕ.

РФ ял хуçалăх министрĕ ют çĕр-шыв инвесторĕсемпе ĕçленĕ чухне Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрĕ чухăнланса тата вараланса юласран питĕ тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ.

Ялсенче çул-йĕр тăвас пирки те калаçу пулчĕ. Федераци министрĕ Николай Федоров хыпарланă тăрăх, транспортпа çул-йĕр министерстви ял хуçалăхĕн çĕнетнĕ программине пурнăçлама пулăшас тĕллевпе, уйрăмах ял тăрăхĕсенче çулсем сарас ĕçе хăвăртлатма, çитес çул 6 млрд. та 900 млн. тенкĕ куçарса пама пулнă. 2020 çул тĕлне 10 млрд. тенке яхăнах çитерме палăртаççĕ.

Пирĕн республика та федераци бюджетĕнчен ял тăрăхĕсенче çулсем тума субсиди илме тивĕçлĕ. Канашлăва вĕçленĕ май чи пултаруллă ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем пачĕç. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин чи пысăк наградине - "Раççейĕн агропромышленноç комплексне аталантарма тỹпе хывнăшăн" ылтăн медале Николай Федоров "Акконд" УАО генеральнăй директорне Валерий Иванова парса чысларĕ.

И.ГЛАДКОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика