АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлекенни атăçă пулнă

05 сентября 2014 г.

Пĕлекенни атăçă пулнă

 

Алă пĕлсен - атăçă, пуçа килсен - пушмакçă, - ытарлăн калани пур халăхра. Çак сăмахсем Тăвайра пурăнакан Анатолий Алексеевич Алексеев пирки те тĕрĕсех килсе тухаççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăй пĕлменнине яланах çине тăрса вĕренме, пĕлме, пĕлнипе вара туллин усă курма тăрăшнă пурнăçра. Çавăншăн вăл вăхăта та, вăй-хала та нихăçан та шеллемен. Талăкра 24 сехет ĕçлеме те хатĕр пулĕ, теççĕ унашкаллисем пирки.

Çак эрнере Анатолий Алексеевич 65 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Ураскасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ашшĕ - Алексей Ильич - паллă утарçă пулнă май ачисем те пĕчĕкрен çав ĕçе хăнăхса пынă. Тĕп ĕçсĕр пуçне халĕ ытларахăшĕ пушă вăхăтра хурт-хăмăрпа аппаланать. Анатолий Алексеевич та, унăн Мускаври шăллĕ Николай Алексеевич дачăра та пулин, йăмăкĕ Тамара Алексеевна тăван ялĕнче вĕлле хурчĕсем усраççĕ.

Элпуçĕнчи вăтам шкул хыççăн каччă Мари Республикинчи политехника институтĕнче вăрман хуçалăх факультетĕнче вĕреннĕ, вăрман хуçалăх инженерĕ пулса тăнă. Дипломлă специалиста Удмурт Республикинчи вăрман хуçалăхне ĕçлеме яраççĕ. Ик-виç уйăх ĕçлесенех çар службине тăма вăхăт çитет. Унтан таврăнсан Канашри вăрман хуçалăхĕн инженерĕнче тăрăшать. 1975 çул вĕçĕнче тăван района куçать, Тăвайри кирпĕч заводне ертсе пыма пуçлать. Çав çулсенче заводри лару-тăру çăмăлах марччĕ. Производство чăхăмлатчĕ, продукци пахалăхĕ тивĕçтерместчĕ. Вунпĕр çула яхăн ĕçлесе çамрăк директор производство дисциплинине, заводăн пурлăхпа техника базине чылай тĕреклетет, продукци пахалăхĕшĕн тимлет. Сахал мар чухне ăна, çанăсене чавса таран тавăрса, ваннă механизма тỹрлетекенсене пулăшнине курма тỹр килнĕ. Производствăна, алăри 5 пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлмесен, йĕркелесе яма чăннипех йывăр. Çакна валли унăн чăтăмлăхĕ те, пĕлỹлĕхĕ те çитнĕ. Тепĕр кирлĕ самант вара - хăвна ăнланакан коллектив чăмăртасси. Ку тĕллеве те ăнăçлăн татса парать ертỹçĕ. Хастарлăхне, ертỹçĕ пултарулăхне кура 1986 çулхи октябрьте ăна парти райкомне организациллĕ пай инструкторне илеççĕ. Кĕске вăхăтра вăл пай заведующийĕн çумне, пай заведующине çитет.

1991 çулта самана улшăннă хыççăн А.Алексеев райпон çĕвĕ цехне ертсе пырать. 1993 çулхи кĕркунне Энĕшпуç, Енĕш Нăрваш, Сиккасси, Тĕрлемес лесничествисен никĕсĕ çинче Тăвай вăрман хуçалăхĕ йĕркеленет. Çĕнĕ ĕçе ертсе пыма ятарласа вĕреннĕ специалиста Анатолий Алексеева шанса параççĕ. Вăрмансене сыхлама шанчăклă кадрсем тупса лартассишĕн, хăрнă йывăçсене касса çĕнĕрен вăрмансем чĕртессишĕн нумай тăрăшать специалист. Хăйне вăл пуçĕпех чунĕ юратнă ĕçе парать. Тăвайри вăрман хуçалăхĕ кĕске хушăрах республикăри лайăх предприятисен шутне кĕрет. Çав çулсенче Тăвай районĕнче питомник йĕркелесе яраççĕ, 2 хутлă кантур çуртне ĕçе кĕртеççĕ, çĕршер гектар вăрман, хỹтлĕх катасем хываççĕ, тавралăха симĕслетессипе нумай тăрăшаççĕ. 2005 çул пуçламăшĕнче Анатолий Алексеевича Раççейри çут çанталăк надзорĕн республикăри управленине ертỹçĕ çумне илеççĕ. 2011 çулта каялла Тăвайне таврăнать, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче-строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕнче тăрăшма тытăнать. Юлашки çулсенче район центрĕнче пурăнмалли çĕнĕ çуртсем, социаллă объектсем тăвассипе, хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарассипе чылай тимлеççĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр строительство çĕнĕ сулăм илчĕ. Хальхи вăхăтра район центрĕнче 176 вырăнлă ача сачĕ тăваççĕ. Ăна тепĕр 2 уйăхран хута ярасшăн. Çак çитĕнỹсенче Анатолий Алексеевичăн тỹпи те çук мар. Вăл пур ĕçшĕн те яваплă туять хăйне, уншăн пăшăрханать.

Мăшăрĕпе, Алевтина Михайловнăпа, ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтерчĕç, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Сергей Анатольевич икĕ аслă пĕлỹ илнĕ: пултаруллă программист тата экономист. Наталья Анатольевна республикăн Аслă судĕнче ĕçлет. Ачисем иккĕшĕ те çемьеллĕ. Халĕ аслă Алексеевсен куç тулли савăнăç. Халăхри пек каласан арçын тивĕçне Анатолий Алексеевич туллин пурнăçланă: çурт-йĕр çавăрнă, ачисене пурнăç çулĕ çине кăларнă, йывăçсем лартса ỹстернĕ, пахчинче улма-çырлапа виноград таранах çитĕнет.

Анатолий Алексеевича 65 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр, сывлăхлă та вăрăм кун-çул, телей сунатпăр. Вĕлле хурчĕ пек ĕçченскер малашне те çывăх çыннисемпе тăван-пĕлĕшне пулăшса савăнтартăр.

В.ФЕДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: Алексеевсен çемйи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика