05 сентября 2014 г.
Хĕрĕх çулхи А. пĕр тăванне вĕлерессипе хăратнăшăн (РФ уголовлă кодексĕн 119 статйин 1 пайĕ) айăплă тесе район прокурорĕ ун тĕлĕшпе ĕçе суда янă.
Дознани версийĕпе А. 2014 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче 21 сехет тĕлнелле ашшĕ-амăшĕн килĕ умĕнче пулнă. Тăванĕ ăна ватă ашшĕне пăхмастăн тесе ỹпкелесе каланăшăн кỹренсе А. хăйĕн пĕчĕк ачисем умĕнчех ун çине сиксе ỹкнĕ те ăна аллисемпе мăйран пăвма пуçланă. Пăянамĕ хутшăнсан çеç чарăннă, анчах лешĕ чĕлхине çыртмасан, татах çавнашкал ỹпкелесен йăмăкĕ 7 уйăхри хырăмпа пулнине пăхмасăрах вăл хăйĕн киревсĕр ĕçне тăвассипе хăратнă. А. маларах суд сакки çине ларнă, унăн ирĕкне туртса илсе наказани панă пулнă. Çавăнпа вăл вĕлерессипе хăратнине тăванĕ ăша илнĕ, хăйĕншĕн çеç мар, çуралман ачишĕн те пăшăрханнă. Анчах А. эпĕ ăна пăвман, кофтин çухавинчен çеç тытнă тесе ĕнентересшĕн пулнă дознани вăхăтĕнче. Айăплав актне панă хыççăн уголовнăй ĕçе тивĕçлипе пăхса тухма Тăвай районĕнчи 1 номерлĕ суд участокĕн миравай судйине ярса панă. Ăна асăннă статьяпа икĕ çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.
О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.