02 сентября 2014 г.

"Сисмерĕмĕр, иртрĕ çулла.
Паян, ак, тулта кĕркунне.
Шкула, ачасемĕр, шкула.
Ларар партăсем хушшине", - пăхмасăр вулаттăмăр сăвва пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне. Çуллахи каникулăн виçĕ уйăхĕ хыçа юлчĕ те, урамра ача-пăчан хаваслă сассисем тамалчĕç. Пĕлỹ кунĕнче капăр тумланнă, чечек çыххи йăтнă вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ ирех шкул еннелле утрĕç.
Тăвай енри шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрленсе çитрĕç. Вунă вĕренỹ çуртĕнче 1654 çамрăк пĕлỹ илме пуçлать, вĕсенчен 158-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине ларать.
Тăвай. Район центрĕнчи вĕренỹ çуртĕнчи савăнăçлă линейка йăлана кĕнĕ пек шкул умĕнче пулчĕ. Уява шкул директорĕ В.Кириллова пуçларĕ. Вăл ачасене, ашшĕ-амăшне, хăнасене Пĕлỹ кунĕпе ăшшăн саламларĕ.
Вĕрентỹпе воспитани процесне кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çиччĕмĕшсене кадет класĕнче вĕренме пуçланине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ.
Ку шкулти уявсене хăнасем яланах хапăлласа каяççĕ. Пуçласа парта хушшине ларакансене район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Н.Чайкина, диагностикăпа консультаци директорĕ В.Белова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем ырă малашлăх сунчĕç.
Тăвайри пĕрремĕш класри пĕлỹ тĕнчипе кăçал пурĕ 62 ача утма пуçлать. Чи кĕçĕннисене вĕрентме тытăнакан Т.Федорова учительница, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе калаçнă Н.Иванова сăмахĕсене те кăмăллăн йышăнчĕç пухăннисем, алă çупрĕç. Вунпĕрмĕшсем хăйсен пĕчĕк юлташĕсене лайăх паллăсемпе вĕренме сĕнчĕç.
Шăнкăрав сасси янăрарĕ кĕçех. Ку вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш хут. Пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ Максим Ларионовпа Екатерина Дмитриева тата вунпĕрмĕшĕнчи Дмитрий Староселецпа Владимир Николаев пачĕç пĕрремĕш шăнкăрава.
"Манăн тăван ял", "Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнăранпа 100 çул", "Раççей Федерацийĕнчи Культура çулталăкĕ" темăсемпе класс сехечĕсем пулчĕç шкулта. Унта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăнчĕ.
Пĕлỹ кунĕнче пирĕн чунсенче хуçаланма пуçланă хаваслăх вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен тăсăласса шанатпăр.
А.АЛЕКСАНДРОВА.
Тушкил. Кунти шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене Пĕлỹ кунĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ăшшăн саламларĕ. Вăл юлашки çулсенче шкулсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннине, вĕсен пурлăхпа техника бази çирĕпленнине палăртрĕ. 2014 çулта федераллă бюджетран Тушкилти шкула та 1,6 млн. тенкĕ уйăрса панă. Юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ.
Шкул директорĕ Светлана Орлова ачасене лайăх вĕренме, вĕрентекенсене ĕçре творчествăлла ăнăçусем, сывлăх, пурнăçра телей сунчĕ. Кăçал 11 ача пуçласа партăсем хушшине ларнă.
Уяв линейкинче çавăн пекех Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Захаров, вĕренỹ пайĕн представителĕ Ирина Григорьева, ачасен ашшĕ-амăшĕ, хăнасем пулчĕç.
И.ИВАНОВ.
Çĕнĕ Пуянкасси. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланни ачасемшĕн пуриншĕн те, пĕрремĕшсемшĕн уйрăмах асра юлмалли кун пулчĕ. Пĕрремĕшсене шкулта класс руководителĕ Арина Игнатьева ăшшăн кĕтсе илчĕ, хăйсен класне ертсе кайни те ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа чăваш гимнĕ янăраса кайрĕ. Чи малтанах шкул директорĕ Сергей Павлович Кириллов сăмах илчĕ. Пĕрремĕшсене, ыттисене те вĕренỹре тата пурнăçра çитĕнỹсем тума, вĕренỹре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма, вĕрентекенсемпе хăнасене те ырă сунчĕ.
Унтан шкула пухăннисем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç, çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе ăшшăн саламларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, район администрацийĕн представителĕ В.Исаев, шкул директорĕн çумĕ Г.Кондратьева тата ыттисем саламларĕç. Ашшĕ-амăшĕсенчен Светлана Павлова сăмах илчĕ. Вăл пĕрремĕшсене тата ытти вĕренекенсене те лайăх паллăсемпе вĕренме ырă сунчĕ. Шкул тулашĕнче те хăйсене лайăх енчен кăтартма сĕнчĕ. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн представителĕ Л.Михайлова вĕренỹре тата спорт енĕпе палăрнисене дипломсем пачĕ. 11-мĕш класри К.Кириллов, сăмахран, тăватă диплома тивĕçрĕ.
Часах пĕрремĕш шăнкăрав янăраса кайрĕ. 11 класра вĕренекен Евгений Орешниковпа 1-мĕш класа пуçласа каякан Наташа Данилова шăнкăрав пачĕç.
Çапла пуçланчĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Ăнăçу сире, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем!
Ф.ПЕТРОВ.
Йăнтăрчă. Вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чайкин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн пулăшаканĕ Алексей Бабюк саламларĕç. "Тăван шкул" акци шучĕпе Валерий Николаевич Иванов депутатран спорт инвентарĕ илме сертификат пачĕç. Кăçал йăнтăрчăсене "Единая Россия" политика партийĕн программипе килĕшỹллĕн спорт зала юсама 820 пин тенкĕ укçа уйăрнă.
В.ГРИГОРЬЕВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: Тăвайри вăтам шкулта пĕрремĕш шăнкăрав панă самантра; пĕчĕккисем пуçласа парта хушшинче.
А.НИКИТИНА сăн ỹкерчĕкĕсем