АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Промышленноçра кăтартусем лайăхланнă

02 сентября 2014 г.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерствин Пĕтĕм Раççейри релестроенин наукăпа тĕпчев институтĕнче иртнĕ коллегийĕн ларăвне хутшăннă.

Михаил Васильевич промышленноç комплексĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлнă, вăл республикăри тĕп предприятисен ертỹçисене эффективлă ĕçшĕн тав тунă. Вăл хăй июльте РФ Президенчĕпе тĕл пулса ЧР промышленноçĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, строительство комплексĕнчи тĕп кăтартусене сỹтсе явни, Владимир Путин Чăваш Енĕн чăн пурнăçĕпе ыйтăвĕсене пĕлсе тăни, çĕр-шыва ертсе пыракансемпе "Трактор завочĕсем" концернăн тĕп парăмĕсене реструктуризацилемелли тапхăрсене сỹтсе явни çинчен, ку тĕлĕшпе РФ промышленноçпа суту-илỹ министерстви те Чăваш Республикин позицийĕпе килĕшнине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев 2014 çулхи 7 уйăхри промышленноç производствин индексĕ 105,7 процентпа танлашнине, промышленность предприятийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçи шайĕ ỹссе пынине палăртнă. Европăри хăш-пĕр çĕр-шывсем Раççей адресĕпе санкцисем йышăнни республикăн экономикипе промышленноçне аталантарма хушма вăйсем кỹрĕ, тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Промышленноçăн хăш-пĕр отраслĕнчи çитменлĕхсене коллективпа уççăн канашласа пĕтерме ыйтнă. Унтан производствăра нумай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнисене патшалăх наградисемпе чысланă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин республикăри промышленноç комплексĕн 7 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Комплекс пĕлтĕр те лайăх ĕçлерĕ. Кăçал та кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтарту лайăх. Промышленноç производствин индексĕ 105,7 процентпа танлашрĕ, тирпейлекен производствăра - 107,2 процент. Пирĕн республика индекс шайĕпе федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ", - тенĕ Владимир Александрович.

Экономикăн 12 тĕп отраслĕнчен ытларахăшĕ производствăна ăнăçлă аталантарнă. Апат-çимĕç, сăран тата атă-пушмак, хими таварĕсем туса кăларассипе вара плана тултарайман.

7 уйăхра Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, "Элара", "АККОНД", "Букет Чувашии" АУОсем, "Вавилон", "Гален", "ЭКРА" ОООсем, ытти те производство калăпăшне ỹстернĕ.

Тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 8,9 процент ỹснĕ. Чи пысăкки - транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани производствинче ĕçлекенсен - 17,6 процент, шалу 22408 тенке çитнĕ.

Украинăран килнĕ хăна Николай Друзьев "Луганский машиностроитель-43" тулли мар яваплă обществăна ертсе пырать. Предприяти механика деталĕсем, агрегатсем, машиностроени, нефтьпе газ, геологи тĕпчевĕн промышленноçĕсем валли оборудовани туса кăларать.

-Эпир Раççейпе, вăл шутра Чăваш Енпе те, çулленех тачă çыхăну тытнă. Ăна малашне те çирĕплетсех пырăпăр, - тенĕ Николай Иванович.

Калаçу апат-çимĕç промышленноçĕ пирки те пынă. "2014 çула производство индексне 105 процента çитерсе вĕçлесшĕн. Ытти предприятипе пĕрле спирт завочĕ те хăйĕн хăватне ỹстерсе пырать, - пĕлтернĕ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров. -Лавккари çимĕç хакĕпе кунсеренех кăсăкланатпăр".

-Лавккасенче эпĕ те сирĕнтен кая мар пулатăп, тен, ытларах та, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. -Вĕсенче хамăрăн тавар çителĕксĕр, шыв çук.

И.ГЛАДКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика