19 августа 2014 г.
Тăвайри культурăпа кану центрĕнче ялсенчи клубсен директорĕсен канашлăвĕ пулнă нумаях пулмасть.
Малтан пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас ыйтăва пăхса тухнă. Надзор ĕçĕсен пайĕн работникĕсем август уйăхĕнче Тушкилти информаципе культура центрне тĕрĕсленĕ, тупса палăртнă çитменлĕхсене 2015 çулхи февральччен пĕтерме хушса хăварнă. Сентябрь уйăхĕнче Йăнтăрчăри информаципе культура центрĕнче тĕрĕслев пулать. Социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Н.Чайкина ялсенчи информаципе культура центрĕсен директорĕсене ку енĕпе йĕрке тума сĕннĕ.
ЧР бюджечĕн шучĕпе оборудовани илмелли конкурса хутшăнакан коллективсене палăртнă семинарта.
Социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалисчĕ А.Титова районти культура учрежденийĕсенчи ĕç сыхлавĕ пирки сăмах хускатнă.
В.ПЕТРОВ.