05 августа 2014 г.
Валентина Михайловна Гордеева Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çак кунсенче çиччĕмĕш теçеткене ваклама пуçларĕ аслă ăрури хĕрарăм.
Сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл, чи асли пулнă.
Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Валентина колхозра вăй хума пуçлать, пăру-сурăх пăхать. Ĕçчен чиперккене Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчи Николай куç хывать. Гордеевсем пилĕк ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Валентина Михайловна ял хуçалăхĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă. Строительство тата уй-хир бригадисенче ырă тĕслĕх кăтартнă. В.Гордеева хăмла туса илессипе те ĕçленĕ. Пĕр гектар пулнă вĕсен хăмла ани. Ачисем чылай пулăшнă амăшне хăмла ỹстернĕ çĕрте.
Обществăлла ĕçсене те тивĕçлĕ шайра пурнăçланă хĕрарăм. Темиçе хутчен ял совечĕн депутачĕ пулнă, районти депутатсен пухăвне те суйланă ăна. Районти ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз совечĕн членĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă. Ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ фольклор ушкăнне те çỹренĕ, Шупашкарта та юрласа курнă вĕсем. Чăваш халăх юррисене чылай пĕлет В.Гордеева пенсионерка, юрра-ташша кăмăллать. Тĕрлеме те пултарать. Вăл ăсталанă тĕрĕсенчен куç илес килмест.
Пирĕн çĕр-шывра ĕçлекен çынна хисеплеççĕ. Валентина Михайловна харсăрлăхĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне, "Ĕç ветеранĕ" медале тата ытти наградăсене, тĕрлĕ Хисеп грамотисене тивĕçлĕ пулнă.
Пенсие тухсан та хуçалăха ĕçлеме çỹренĕ. Халĕ мăшăрĕпе шăкăлтатса пурăнаççĕ. Ахаль лармаççĕ Гордеевсем, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пăхаççĕ, кил хуçалăхри вăй çитекен ĕçсене тăваççĕ.
Хĕллехи вăрăм каçсенчи пушă вăхăта усăллă ирттерет Валентина Михайловна, ачисемпе мăнукĕсене алса-нуски çыхса парса савăнтарать. Эпир ăна малашне те пурнăç çулĕпе хисеплĕн утма сунатпăр.
А.НИКОЛАЕВА.