01 августа 2014 г.
Çĕрпỹ районĕнчи Опытный поселокра Агропромышленность енĕпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата республикăн Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.
Унта пухăннисем Чăваш Енĕн Апат-çимĕç фончĕ валли тырă мĕн чухлĕпе туянмаллине палăртнă. Çапла вара хушма хакран илекен налука шутланипе пĕрле, тыррăн пĕр тонни 5,1 пин тенкĕрен пуçласа 5,8 пине çити пулмалла. Апат-çимĕçлĕх ыраша 5100 тенкĕпе туянаççĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 3 процент хакланнине пĕлтерет. Тулă хакĕ унăн класĕнчен килет. 4-мĕш класс шутланаканнине 2013 çулхинчен 2,4 процент хаклăрахпа илме йышăннă. Унăн пĕр тонни 6450 тенке ларĕ. 3-мĕш класлă тулă тоннишĕн Чăваш Ен республика аграрийĕсене 6750 тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 3 процент хаклăрахпа) сĕнет.