АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисене çийĕнчех тата пахалăхлă тĕпчер

29 июля 2014 г.

 

Кăçалхи I çур çулта ЧР Следстви управленийĕн районсем хушшинчи Канашри следстви пайне преступленисем çинчен пĕлтерни 337 хутчен пырса кĕнĕ (иртнĕ çулхи тапхăртинчен 0,9 процент сахалрах).

Вĕсем тăрăх 71 уголовлă ĕç пуçарнă, 73 производствăна вĕçленĕ. Çынсем тĕлĕшпе тунă хăрушă преступленисене уçса парассине уйрăм тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Отчетлă тапхăрта çынна вĕлернĕ 7 тата сывлăха йывăр сиен кỹнипе çын вилсе кайнă 11 тĕслĕхе уçса пама хутшăннă следовательсем. Унчченхи çулсенче уçса парайман преступленисене те малалла тĕпченĕ.

Коррупципе 9 пĕлтерỹ пулнă, вĕсем тăрăх уголовлă 6 ĕç пуçарнă (взятка пани, служба вырăнĕпе усă курса улталани). 2013 çулхи I çур çулта уйрăм право статусĕпе пăхмалли ĕçсем (депутатсен, адвокатсен т.ыт.те) 13 тĕслĕх пулнăччĕ, кăçал - пĕртте пуçарман. Çав вăхăтрах экстремизм сĕмĕ пур 2 ĕç пуçарнă. Суд ниçта та ĕçлемен 20 çулхи çамрăка (Канаш хулинчен) УКн 282 статйин 1-мĕш пайĕпе 160 сехет обязательнăй ĕçсене явăçтарма йышăннă. Тепĕр ĕçĕ хальлĕхе производствăра.

Çул çитмен ачасем тĕлĕшпе çитĕннисем, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем енчен правăна хирĕçле ĕçсем пулаççĕ. Аса илтеретпĕр, следстви управленийĕнче талăкĕпе ĕçлекен "Ача - хăрушлăхра" тỹрремĕн телефон çыхăнăвĕ пур 8 (8352) 45-23-99. Унсăр пуçне иртнĕ çултанпа следстви управленийĕн сотрудникĕсем хуласемпе районсен администрацийĕсем çул çитменнисем тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен ларăвĕсене хушăнаççĕ.

РФ Правительствин Постановленийĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа РФ Следстви органĕсенче ĕçлекенсен кунне - професси уявне паллă тума тытăнчĕç. Ку вара следстви сотрудникĕсен статусне общество умĕнче тата çỹллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Самантпа усă курса прокуратура, шалти ĕçсен органĕсен, хăрушсăрлăх службин, уголовлă ĕçсене пурнăçа кĕртекен инспекци сотрудникĕсене, суд приставĕсене тав тăватăп, вĕсем пулăшса пынипе те следстви пайĕн кăтартăвĕсем лайăхланаççĕ. Следстви сотрудникĕсене, следстви органĕсен ветеранĕсене професси уявĕпе ăшшăн саламлатăп.

А.ЖУРИН, Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика