АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана - çĕнĕ комбайнпа

22 июля 2014 г.

 

Андрей Николаевич Моряков фермер кăçалхи вырмана чăнах та çĕнĕ комбайнпа хутшăнĕ - вăл иртнĕ эрне вĕçĕнче çĕнĕ Палессе 812 комбайн туяннă. Унпа ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Алексей Игнатьевич Иванов тата Владимир Иванович Борисов ĕçлĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем пикенсех комбайна вырмана хатĕрлеççĕ.

А.Н.Моряковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тĕш тырă культурисем 600 гектар йышăнаççĕ, çав шутран 250 гектарĕ - кĕрхи тулă. Тыррисем лайăх. Çакна акатуй умĕн калчасене пăхса çỹренĕ районти комисси те палăртнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ тырăсем пулса çитсе пынă май вĕсене тĕрĕс-тĕкел пухса илес тĕллев тăрать.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пĕр вăхăтрах çитес çулхи тухăç никĕсне хывассипе те тимлеççĕ. Çапла шăмат кун Андрей Николаевичăн кĕçĕн ывăлĕ Владислав дискаторпа кĕр тыррисем валли çĕр кăпкалатса хатĕрлетчĕ. Сăмах майăн каласан, вăл кăçал Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕ пулса тăнă, агрофакăн пĕрремĕш курсне вĕренме кĕнĕ. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче вĕренекен аслă ывăлĕ Григорий те акапа вырмара пĕрремĕш хут çеç мар. Кăçал та вырмана хутшăнма, комбайн патĕнчен машинăпа тырă турттарса тăма кăмăл тунă. Хальхи вăхăтра вăл Сочире, унта вĕсене виççĕмĕш курс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн янă.

Çăлпуçĕнчи "Родник" ООО та (ертỹçи А.П.Петров) çывăх вăхăтра çĕнĕ комбайн туянасшăн.

И.ГЛАДКОВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика