22 июля 2014 г.
Вăтаялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тăвасси малалла пырать. Хальхи вăхăтра "Рослайн" ООО строителĕсем çуртăн стенисене сендвич-панельсемпе хăпартассине вĕçлесе пыраççĕ.
"Çуртăн кĕтесĕсене йĕркелесе вырнаçтарасси йывăртарах пулчĕ",-теççĕ строительсем. Пĕр вăхăтрах траншея чавса газ пăрăхĕ хывса çитернĕ, тулашри водопровод сечĕпе çыхăнтараççĕ тата ытти те. Стенисене хăпартса пĕтернĕ хыççăн электричество та илсе пырĕç. Пурне те пĕр вăхăтра ĕлкĕрсе пыма тăрăшаççĕ. Контрактпа килĕшỹллĕн ку объекта кăçалхи августăн 9-мĕшĕнче ĕçе кĕртмелле.
Çавăнпа пурте тăрăшаççĕ. Район администрацийĕ те тимлĕхре тытать асăннă объекта. Иртнĕ эрне кун та фельдшерпа акушер пункчĕ тунă çĕрте райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.А.Алексеев, Тăвайри газ хуçалăхĕн ертỹçи В.И.Семенов тата Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.И.Иванов пулчĕç.
И.ГЛАДКОВ