АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шахмат уявĕ

22 июля 2014 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери шахмат уявне пирĕн районта та Шупашкарти евĕр йĕркелерĕç. Чăн та, йышран мухтанма çук ĕнтĕ çу кунĕсенче, мĕн пурĕ те саккăрăн кăна вылярĕç шахматла (шашкăлла - 6). 15 минутлă блицра ватăла пĕлмен А.Шишов палăрчĕ (5 очко). Ю.Арестов, В.Дмитриев, Г.Соловьев шахматистсем харăсах 4-шар очко пухрĕç. Хăй вăхăтĕнче ăста вылянă Г.Александров та хутшăнчĕ кĕрешĕве, кăçалтан вăл Тушкилте ватăсен çуртĕнче пурăнать. Анчах вăрах вăхăт выляйманнипе ăна практика çитейменни чăрмантарчĕ.

Шашкăлла выляссипе пĕр шутламан çĕртен Ленин ячĕллĕ хуçалăхри гаражсен заведующийĕ Виталий Дмитриев палăрчĕ, 5 очко илме май пур çĕртен 4 очко пухрĕ. Икĕ енлĕ ăмăртури пĕтĕмĕшле 8 очко ăна çăмăллăнах çĕнтерỹçĕне кăларчĕ. А.Шишовпа А.Афанасьев 6,5, Г.Соловьевпа И.Соловьев 6-шар очко пухрĕç.

И.ИВАНОВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика