22 июля 2014 г.
Иртнĕ вырсарнире Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунне палăртрĕç. Çавна май элĕксен пуçарăвĕпе Шупашкарта турнир йĕркелерĕç. Унăн уйрăмлăхĕ те пур: унта хутшăнаканăн шахматла кăна мар, шашкăлла та вылямалла. 28 çын хушшинче спорт мастерĕсемпе кандидатсем тата I разрядлисем пулчĕç. Мала тухнисене икĕ енлĕ кăтартăва пĕтĕмлетсе палăртрĕç.
Çапла шашистсем хушшинчи блицра (5 минут) пирĕн ентеш, Шупашкарта пурăнакан Юрий Владимиров (КМС) 6 очко пухма пултарчĕ. М.Ефимовпа (Кỹкеç) В.Наумов (Вăрнар) мастерсем тата А.Афанасьев кандидат (Тăрмăш) 5-шер очко пухрĕç. Александр Ильич коэффициентпа 3-мĕш пулчĕ. Шахматри блицра (7 минут) Шупашкарти А.Иванов кандидатпа Хусантан пынă Сабиров 5,5 очкопа 1-2 вырăнсем йышăнчĕç. Йошкар-Оларан килнĕ В.Ибраев мастерăн 5 очко. Кăтартусене пĕтĕмлетсен вара çĕнтерỹçĕ пач урăххи пулса тăчĕ. Чи лайăх результат (10,5) Шупашкарти А.Петров кандидатăн. Вăрнартан пынă В.Наумовпа Вăрмарти Н.Дмитриев мастерсен (шашкăлла выляссипе) - 9,5 очко. Ăмăртусене пирĕн районтан çавăн пекех А.Семенов, А.Шишов, Ю.Арестов хутшăннă.
В.ИЛЬИН