АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ хатĕрлесси, вырма, хутмалли сезон…

22 июля 2014 г.

 

Райадминистрацири ĕнерхи планеркăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлесси, вырмана пуçăнасси, çĕнĕ вĕренỹ çулне тата хутмалли сезона хатĕрленесси - сỹтсе явнă тĕп ыйтусем шутĕнче.

Хутмалли сезона тата çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ыйтусемпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕсем - строительствăпа ЖКХ тата вĕрентỹ пайĕсен пуçлăхĕсем А.Алексеевпа О.Ломоносов тухса калаçнă, ку енĕпе ĕçсем малалла тăсăлнине палăртнă. Вăтаялĕнче ФАП çуртне тата район центрĕнче тăлăх ачасем валли хваттерсем тунине администраци контрольте тытать.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне хуçалăхсем 3400 тонна утă (96 процент), 8110 тонна сенаж (92 процент), 300 тонна силос (3 процент) хатĕрленĕ. Апат единици çине куçарсан 16,2 центнер тивет.

Налог службин районсем хушшинчи 4-мĕш номерлĕ инспекцийĕн специалисчĕ В.Алексеева пĕлтернĕ тăрăх июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне пур йышши бюджетсене 36878 пин тенкĕ (çулталăка палăртнин 51,40 проценчĕ) е кăçалхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнин 97 проценчĕ чухлĕ налог пырса кĕнĕ. Уйрăм çынсенчен 18207 пин тенкĕ налог пуçтарнă (иртнĕ çулхи августăн 1-мĕшĕпе танлаштарсан - 102 процент). Уйрăм çынсен пурлăхĕ çине хунă налог парăмĕсем 704 пин тенкĕпе танлашаççĕ, çав шутра транспорт налогĕ - 465 пин тенкĕ.

Иртнĕ эрнери ĕçсемпе полицин районти уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Б.Борисовпа надзор ĕçĕсен уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, район тĕп врачĕ Н.Бурдасова, социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕн тĕп специалисчĕ В.Павлов, "ДЮСШ-Аль" ФСК директорĕ А.Кириллов тухса калаçнă. Икĕ эрнелĕх юсав хыççăн ФСК паянтан çĕнĕрен ĕçлеме пуçлать. Должноçри яваплă çынсене тĕрлĕ хушусем панипе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке нумай функциллĕ районти центр урлă услугăсем парассине вăйлатма ыйтнă.

Г.ЕГОРОВА

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика