18 июля 2014 г.
Районта çĕре яхăн инвалид ача шутланать.
Мария Петровна Козлова пилĕк çулхи мăнукне пăхать. Унăн амăшĕ республика тулашне ĕçлеме çỹрет. Тимушăн куçĕ курмасть пулин те, сисĕмлĕ те ырă кăмăл-туйăмлă ача. Иртсе каякана яланах сăмах чĕнет, сывлăх сунать, ăçталла çул тытнипе интересленет. Чăвашла лайăх калаçать. Велосипедпа ярăнма юратать.
-Питĕ пăхать ăна кукамăшĕ. Кĕнекесем те вуласа парать. Ытларах уçă сывлăшра пулма тăрăшаççĕ,- терĕç кỹршисем. Мария Петровна район центрĕнчи ача садĕнче няньăра ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çынсемпе сăпайлă, кăмăллă вăл, пулăшма тăрăшать.
Р.ВАСИЛЬЕВА