18 июля 2014 г.
-Хаçатра Çĕнĕ Пуянкассинчи шкулта вĕренекенсем ĕлĕкрех хĕллесенче çырмара футболла выляни çинчен çырчĕç. Ỹстеререх каланă мар-ши? Çырмара юр тарăн-çке, - терĕç Тăвайĕнче.
Хальхи çамрăксене çырмасенче юр, чăн та, тарăн пек туйăнать пулĕ. Пирĕн вăхăтра вара вĕсенче унта та кунта йĕлтĕр йĕрĕсем куçа илĕртетчĕç, ярăнма чĕнетчĕç.
Çиллĕ-тăманлă хĕллесенче юр карта-вĕрлĕк урлă каçса кайни те пулнă. Константин Семеновичсен уйĕнчи çырмара, пире хĕрхенсе-ши, сахалрах лартатчĕ, вĕçтерсе тухса каятчĕ. Çырми пысăк, тарăн, тĕпĕ сарлака, вăл шкул çумĕнчех. Эх, мĕн чухлĕ тапман-ши унта футбол çăмхине. Кĕпер сăвайĕсем аялти хапхан стойкисем шутланатчĕç, çỹл енче _ йĕлтĕр туйисем. Шкулта пит нумай ача вĕреннĕ те, хăвăртах такăрлатнă. Пиллĕккĕмĕшĕнче пирĕн хамăрăнах виçĕ класчĕ: "а", "б", "в". Кашнинче çирĕм ача ытла. Çиччĕмĕшĕнчен те (ун чухне Аркадий Степанович директорччĕ) çав йышпах вĕренсе тухрăмăр. Ыттисен те икĕ е виçĕ класс пулнă. Сăмах майăн, çиччĕмĕш класа Тăвайĕнчен те пĕр ача çỹрерĕ.
Çăмхана аутран кайса илме кирлĕ мар, хăех кусса анать.
Физкультура учителĕ Петр Владимирович футбола кăмăллатчĕ. Федор Ильич мечĕксем туянма укçа-тенкĕ тупса паратчех. Программăпа килĕшỹллĕнех пулас, урок вăхăтĕнче 45 минут хушшинче икĕ тайм выляма ĕлкĕреттĕмĕр.
Каярахри çулсенче вĕренекенсем те хĕлле Артель çырминче футболла вылянине калатчĕç. Енĕш Нăрваш шкулĕнче те Александр Зайцев учитель ачасене футболла выляттарнине илтнĕччĕ.
Йĕлтĕрпе те сахал мар чуптарнă Петр Владимирович. Кĕпер умĕнчен старт илсен урампа промартель патне çити йăлт тăвалла. Унтан сулахаялла пăрăнса каллех тăвалла васкатăн, тепĕр пăрăнчăк туса лавкка патне çитеспе тин сывлăш çавăрса илетĕн - йĕлтĕр йĕрĕ аялалла çул тытать. Пĕр çухрăмлă дистанциччĕ ку... Виççĕ çаврăнсан виçĕ çухрăм шутланнă. Вăл вăхăтра Коля Павлов (Папай Коли) вăйлă чупатчĕ. Пĕринче виçĕ çухрăмра Клим Волков мала тухнăччĕ. Анчах кайран унăн результатне пăрахăçларĕç - пĕр çаврăмăнче вăл артель тĕлĕнчен пуçласа лавкка таран лаша çуни çинче ларса пынă тет-и, лавçи лашине вирлĕ хăваланă, терĕç. Ача-пăча вĕт.
Кăнтăр енчи çеремлĕхре ятарласа спорт тренажерĕсем турĕç. Çỹллĕ перекладина-урлав çине канатпа хăпарма пулатчĕ. Вăрăм пусма та вырнаçтарнăччĕ. Юнашарах - турник, унта туртăнса ăмăртнă.
Ун чухне стадионпа спортзал тата тир пулман çав шкулта.
Столовăйпа буфет та уçăлайман. Учительсем чей вĕретсе ĕçейнĕ-и? Ачасем килĕсенчен çăкăр чĕлли е мĕн те пулин чиксе пынă.
Петр Владимирович пире географи те вĕрентрĕ. Тĕплĕн ăнлантаратчĕ. Пĕррехинче Швейцари çинчен каласа кăсăклантарчĕ. Вăл каланă тăрăх, унта тусем çинче юр шуралса выртать. Хĕвел питтинче ирĕлсе васансемпе аялалла çул тупать. Сăрт хăяккăнĕсенче тем тĕрлĕ улма-çырла ỹсет, пулса çитсен çинĕ чухне çăвартах ирĕлсе каять. Сип-симĕс курăк ешерет, унта та кунта сурăх-качака кĕтĕвĕсем, улăхра ĕнесем мăшлатса çиеççĕ, вăкăр мĕкĕрет, лаша-тиха кĕçĕнет. Пысăк юхан шывран пулăсем чăлт! та чăлт! сиксе тухаççĕ те выляса каялла чăмаççĕ. Тавралăх çав тери хитре, сывлăш уçă. "Кунта пурнас килет такамăн та...", - тенĕччĕ вăл хавхаланса.
Çав хушăрах çирĕп ыйтатчĕ. Урокра, пĕлмесĕр, хуравлаймарăн пулсан "иккĕ" лартса аппаланмасăр дневник çине тỹрех "1" (единица) çырса парас йăла пурччĕ. Тепрехинче хăвах лайăх хатĕрленсе каятăн. "Вы не барышни-мамзели - учиться надо", - тени аса кĕрсе юлнă.
Экскурсисене илсе çỹретчĕ. Лашман вăрманне йывăç хунав кăларма та кайнă.
Çав çулсенче колхоз кантăр нумай акатчĕ. Кĕркунне ăна татма пире те, шкул ачисене, илсе çỹренĕ. Уроксем хыççăн е юлашки урока вĕрентмесĕр. Леш артель умĕпе иртсе çỹлелле тỹп-тỹрĕ урампа ял хĕррине çитичченех утатпăр. Ретре - тăватă-пилĕк ача, колонна чылая тăсăлать. Хăшĕ те пулин шăвăнса юласран учительсем сăнаса пыраççĕ, Петр Владимирович çурăм хыçне пĕчĕк калибрлă винтовка çакнă. Уя тухсанах - кантăр пусси. Тататпăр, çиетпĕр, михĕсене тултаратпăр. Йышпа ĕç ăнăçать.
Эль хĕрринчи улăхра та кантăр пуссиччĕ. Вăл шкултан инçе мар, сăртран ансан трасса урлă каçмалла çеç. Кунта нỹрĕк пур та кантăр çỹллĕ ỹсет, парка. Пире шала кĕртсе яраççĕ. Учительсенчен хăшĕ те пулин тула юлать. Хăвăрт ĕçленĕ, вăррине тултарма михĕсем çителĕклĕ.
Пĕринче, сисетпĕр, час ямаççĕ, пуçăннă делянкăна татса пĕтересшĕн. Киле çитсен пирĕн тата ĕне çитерме каймалла - аслă кĕтỹ иртерех яратчĕ çав. Эль тăрăх тартăмăр вара: Наçтук Коли, Ленкки, эпĕ тата Терентей Виттиччĕ пулас. Айван мар-и, ыйтас пулнă çав - ярĕччĕç. Сылтăм урана шыва чиксе кăларнăччĕ, хывса силлесен те пасар нуски калуш ăшĕнче вĕçĕм лăчлатса пычĕ. Манпа пĕрлех киле ĕне çитрĕ. Кăштах апат хыпкаласан ăна Павар кати çумне çитерме илсе кайрăм.
Кантăр вăрри паранкă нимĕрĕнче тутлăччĕ, пỹремечре те тут тытатчĕ. Халĕ кантăра наркотиксен шутне кĕртеççĕ-ха, çавах та ăна акса çитĕнтерме, пуçтарса кĕртме хутшăннă ял çыннисенчен пĕри те наркомана тухман. Халĕ вĕт эрех нумай ĕçнĕрен хăшĕсен "белая горячка" пуçланать...
...Шкулта ăслă, сăпайлă педагогсем ĕçленĕ. Ачасене пĕлỹпе воспитани пама пысăк тỹсĕмлĕх кирлĕ-çке. Пурте вĕсем ырă сăмаха тивĕç тесе шутлатăп.
Тăван шкул вăл ялан хаклă, асамлă, илĕртỹллĕ.
Г.СОЛОВЬЕВ.