18 июля 2014 г.
Опекăпа попечитель органĕсен ирĕкĕ кирлĕ
Пĕр пỹлĕмлĕ хваттере сутса тăвансенчен 3 пỹлĕмлине туянас тетпĕр. Анчах эпир сутма шутланă хваттерте çул çитмен ачасен тỹпи пур. Çавна пула пирĕн йывăрлăхсем пулма пултараççĕ тесе ăнлантарчĕç.
Ыйтăва Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Ирина Пудова хуравлать:
Енчен те сутакан хваттерĕн хуçи (е çав хваттерте пайра тăракан) çул çитмен çамрăк пулсан, унăн саккунлă представителĕсем хваттере опекăпа попечительство органĕнчен ирĕк илмесĕр сутма пултараймаççĕ. Çул çитмен çамрăкăн саккунлă представителĕсен хăйсен çывăх тăванĕсемпе (унта кам кĕнине РФ Çемье кодексĕнче палăртнă) хваттере сутас пирки килĕшỹ тума право çук. Хваттере сутас-тăк, пирвай е çийĕнчех тивĕçлĕ хваттер туянмалла, çул çитмен çамрăкăн куçман пурлăх хакне ỹкерме памаççĕ. Уйрăм тĕслĕхсенче опекăпа попечительство органĕ куçман пурлăха сутса пулнă суммăна тỹрех çул çитмен çамрăкăн тỹпи (счечĕ) çине куçарттарма пултарать.
Çапла вара опекăпа попечительство органĕнчен ирĕк илсен, Эсир хваттере сутма пултаратăр. Пурлăха сутмалли условисене каллех опекăпа попечительство органĕ палăртать.
Ачасене шыв хĕррине пĕччен ан ярăр!
Çуллахи шăрăх кунсенче пирĕнтен кашниех юхан шывсемпе пĕвесен, кỹлĕсен хĕрринче пулма тăрăшать. Çавах та шыв пире ырлăхне кăна мар, тимсĕр пулсан, шырлăхне те кăтартать.
Акă çулталăк пуçланнăранпа республикăра шыв объекчĕсенче 22 инкеклĕ ĕç пулнă, вĕсенче 16 çын (çав шутра 6 ача) пурнăçĕ татăлнă. 8 çынна çăлса хăварма май килнĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 22 çын (5 ача) путнă. Шыв çинчи инкексем пурте канма ятарласа хатĕрлемен вырăнсемпе çыхăннă.
Шыв хĕрри - ачасен юратнă вырăнĕ. Пирĕн район территорийĕнче шыва кĕмелли ятарласа тунă вырăнсем çукпа пĕрех. Çавăнпа та кирек камăн та шыв хĕрринче тимлĕ пулмалла. Тарланă хыççăн сивĕнмесĕр, кăвакарса кайиччен шыва кĕме, пĕлмен вырăнта чăмма, çыранран е йывăç çинчен шыва сикме юрамасть. Шыв таса та ăшă пултăр. Тĕпĕнче е çыран хĕрринче ỹте амантма пултаракан кантăк ванчăкĕсем, тимĕр тата пралук татăкĕсем, хăрушлăх кỹрекен ытти япаласем ан пулччăр.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене хăйсем тĕллĕн кăна шыв хĕррине ан ярăр, вĕсене шывра асăрхануллă пулмалли çинчен каласа ăнлантарăр.
В.ИСАЕВ, райадминистрацин специалист-эксперчĕ.