АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуран çын пулма çăмăл-и?

18 июля 2014 г.

 

Пĕрре çеç те мар çырнă, каланă, кăтартнă та ĕнтĕ хăш-пĕр водительсемпе çуран çынсем çул çинче хăйсене йĕркесĕр тытни çинчен. Апла пулин те çак çитменлĕх çине тепĕр хут тимлеттерес килет, мĕншĕн тесен çул çинчи кашни йăнăш çын сывлăхĕпе тата пурнăçĕпе тỹрремĕнех çыхăннă.

Çуран çын урам урлă "зебрăпа" каçнă чухне хăйне пĕтĕмпех хăрушсăрлăхра тесе шутлать. Анчах ку пур чухне те апла мар çав. Çакăн пек те пулать, пăрăнчăк е хĕреслĕ урам хыççăнах "кĕтмен çĕрте" вырнаçнă çуран çын каçмалли вырăна водитель çийĕнчех асăрхаса ĕлкĕреймест. Тепĕр чухне çуран çын та çул урлă çуран каçмалли вырăна, çапла тума юрамасть пулсан та, чупса тенĕ пек васкавлă пырса кĕрет. Енчен те эсир тĕттĕм çул çинче фарăсен е лампăсен çутипе хăвăра лайăх кураççĕ тесе шутлатăр пулсан, эсир питĕ йăнăшатăр. Мĕншĕн тесен эсир унта курăнманпа пĕрех, опытлă водитель эсир çул çинче пуррине куçакан "мĕлке" тăрăх çеç уйăрса илет.

Е тата çул çине пĕр-пĕр ача сиксе тухать - курса та ĕлкĕрейместĕр. Водитель те асăрхаса ĕлкĕреймест. Çỹреме юрăхлă вырăнтан çул урлă каçнă чухне ачасене çавăтăр. Ачасемпе çул çинче уйрăмах питĕ тимлĕ пулăр. Васкамалла мар тата пурте йĕркеллех пулĕ-ха тесе тимлĕхе çухатма кирлĕ мар. Сирĕн ачăрсем хăвăртан тĕслĕх илеççĕ. Енчен те инкек-мĕн килсе тухсан, водитель айăпĕпе пулсан та, сире уншăн пĕртте çăмăлрах пулмĕ. Инкек вăл кирек епле пулсан та инкек. Машина пысăк хăвăртлăхпа пынă чухне вара хăрушсăр самантран инкек патне çитсе çапăнасси - çеккунтлăх вăхăт кăна. Ку вăл пĕртте ỹстерсе е асăрхаттарса калани мар. Çакна кашни водитель çирĕплетме пултарать, мĕншĕн тесен çул çинче кашни самантра лару-тăру хăвăрт улшăнса тăрать, çавăнпа яланах сыхă пулни кирлĕ. Çапла 2013 çулта çуран çỹрекенсем хутшăннипе 4 çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнă. Çуран çỹрекенсенчен пĕри вилнĕ, 3-шĕ аманнă. Телее, кăçал ун пекки палăрман. Анчах çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем пирĕн район территорийĕнче 6 уйăхра 11 пулнă, 1 çын вилнĕ, 15-шĕ тĕрлĕрен сиенленнĕ.

Хисеплĕ водительсемпе çуран çỹрекенсем! Сахал мар чухне çуран çỹрекен хăйĕн айăпĕпе инкеке лекет, çавăнпа унăн çул çинчи хăрушсăрлăх пирки хăйĕн тарăннăн шухăшламалла, хăйĕн тата ытттисен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн тимлемелле. Çуран çỹрекен те, водитель те çул-йĕр куçăмĕнче пĕр тан праваллă. Инкексен йывăрлăхĕ те пĕр пекех. Çавăнпа пурин те çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăсассинчен асăрханмалла.

И.СКВОРЦОВА, ГИБДД инспекторĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика