АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсем зонăри ăмăртура çĕнтернĕ

18 июля 2014 г.

 

Виçĕм кун "ДЮСШ-"Аль" ФСК стадионĕнче республикăри пушар чаçĕсен зонăри ăмăртăвĕсем пулчĕç.

Тăвай тĕмĕнче кил хуçисемсĕр пуçне Патăрьелĕнчен, Комсомольскинчен, Шăмăршăран, Елчĕкрен килнĕ командăсем тупăшрĕç. Участниксене Тăвай район администрацийĕн ертỹçи В.Ванерке, ăмăртусен тĕп судйи - шалти службăн подполковникĕ А.Серебряков саламласа ăнăçусем суннă.

Программăра Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕнчи башньăн 4-мĕш хутне вăрăм пусмапа хăпарасси, 100 метрлă чăрмавсен тăрăхĕпе иртесси, расчета вут-кăварпа кĕрешме хăвăрт хатĕрлесси пулнă. Пур операцие те кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама тивнĕ.

Ăмăртусенче тăвайсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем республикăри ăмăртусенче çулленех лайăх кăтартусем тăваççĕ, малти вырăнсене тухаççĕ. 2-мĕшне комсомольскисем, 3-мĕшне елчĕксем тухнă. Харпăр хăй хушшинче ăмăртассипе Тăвай командинчи Александр Ананьев водитель уйрăмах палăрнă. Вăл стена çумне тăратнă пусмапа 4-мĕш хута хăпарассипе 1-мĕш, чăрмавсем витĕр тухассипе 2-мĕш вăхăт кăтартнă.

Çĕнтерỹçĕ командăна МЧСăн республикăри управленийĕн представителĕ В.Укладов саламласа ăнăçусем суннă, Хисеп грамотипе наградăланă. Тăвайсем район чысне республикăри финалти ăмăртусенче хỹтĕлĕç, вĕсем Етĕрне хулинче иртеççĕ.

В.АНАНЬЕВ

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика