18 июля 2014 г.
Районта уй-хирти хĕрỹ ĕçсем умĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисене, агрономĕсене, ытти специалисчĕсене канашлăва пухасси йăлана кĕнĕ. Пухăнаççĕ те палăртнă пĕр-пĕр кун, çав хĕрỹ ĕçпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яваççĕ, тишкереççĕ, татса памалли, пурнăçламалли майсене палăртаççĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле машина-трактор паркне çитеççĕ е уя тухаççĕ.Çавнашкал канашлу пулса иртрĕ районта иртнĕ юн кун та. Вăл çитес вырмана лайăх хатĕрленсе çитсе ăна ăнăçлă ирттерес тĕллевпе пулчĕ. Канашлу вăрлăх туса илекен "Родник" ООО никĕсĕ çинче иртрĕ. Анчах унта хутшăннисем малтанах райадминистрацин кĕçĕн залне пухăнчĕç.
Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин уçрĕ, вăлах унта пухăннисене районти ял хуçалăх отраслĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле аталанса пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Районти пуçлакан виçĕ фермер тата пĕр çемье ферми грантсем илме тивĕçнĕ. "Акконд-агро фирма" ХАОн сĕт цехĕнче, С.Н.Михайловăн çĕр улми хранилищинче, С.В.Хумышев ХФХн ĕне ферминче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси тата выльăхсен продуктивлăхĕ ỹснĕ. Валерий Васильевич кăçалхи вырмана хатĕрленсе тата выльăх апачĕ хатĕрлессипе туса ирттерекен ĕçсем çинче та чарăнса тăчĕ. "Пĕтĕмпе 11799 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртмелле. Республикăн кăнтăрти районĕсенче çак ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ, тырра çулса кушăхтарма тытăннă. Пирĕн уй-хир ĕçченĕсем те кĕçех тырă пуссине тухĕç. Унччен вара комбайнсене, ытти агрегатсене, тырă тасатакан машинăсене, йĕтемсемпе кĕлетсене вырмана хатĕрлесе çитермелле, çунтармалли-сĕрмелли япаласем çителĕклĕ кỹрсе килмелле. Тырă пухса кĕртме 40 яхăн комбайн хутшăнĕ, хальлĕхе вĕсенчен çурри уя тухма пултарать", - терĕ Валерий Васильевич. Вăл çавăн пекех ку вăхăт тĕлне ăçта мĕнле выльăх апачĕ тата мĕн чухлĕ хатĕрлесе хуни çинче те кĕскен чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, "Акконд-агро фирма" ХАО хăех 397 тонна утă тата 3100 тонна сенаж хатĕрленĕ. С.Илларионов ХФХнче, "Чутеевский", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те 900-шер тоннăран кая мар сенаж хывнă, В.Грачев хуçалăхĕнче ку йышши апат 270 тонна пур.
Унтан канашлăва хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке саламларĕ. Владимир Алексеевич кашнинчен тенĕ пек вырмана хатĕрленес ĕçсем мĕнле пынине, топливо, кĕр тыррисен вăрлăхĕ пуррипе çуккине ыйтса пĕлчĕ, кăсăкланчĕ. Утă çитменнисене ăна выльăх усраман хуçалăхсенчен туянма, тырă пухса кĕртнĕ чухне çĕнĕ комбайнсемпе уйрăмах тухăçлă усă курма, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме сĕнчĕ.
Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ Александр Семенов районти мĕн пур 40 комбайна та техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тухни, 9-шне вырмана хутшăнма талон-допуск панине каларĕ, кĕçех ăна, хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтернĕ хыççăн, тепĕр 21 комбайн илме пултарасси çинчен пĕлтерчĕ. Ыттисене те юсаççĕ, терĕ. Вăлах ĕçре хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма кирлине, хăрушсăрлăх техникипе инструктажсем ирттермеллине, çакăн пирки кашнине алă пустармаллине кăтартса пачĕ.
Администрацин ял хуçалăх пайĕн сектор заведующийĕ Николай Краснов кĕр аки планĕпе, çак тĕллевпе çĕр хатĕрлесси еплерех пулса пынипе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе 3000 пин гектар çине кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăвармалла, çакна валли хальлĕхе 1660 гектар çĕр хатĕрленĕ. Ку тĕлĕшпе "Акконд-агро фирма" ХАО (340 гектар), Ленин ячĕллĕ ЯХПК (250) тата Л.В.Канясев ХФХ (200 гектар) çĕр хатĕрлесе ырă тĕслĕх кăтартнине асăнчĕ.
"Россельхозцентр" филиалĕн Канашри тата Тăвайри уйрăмĕсене пĕрлештернĕ кăçалхи июльтен. Çапах та Тăвайри уйрăм çак адреспах хуçалăхсен вăрлăхĕсен пахалăхне тĕрĕслеме йышăнĕ. Тăвайри уйрăм юлашки эрнесенче тĕш тырă культурисен вăрлăхлăх лаптăкĕсене апробаци тунă, халĕ çак ĕçе çĕр улми уйĕсенче те тытăнаççĕ. Чăн та, апробаци тата регистраци тунăшăн хуçалăхсен укçа тỹлемелле. Канашлура районсем хушшинчи Канашри пĕрлештернĕ уйрăм ертỹçи Анатолий Денисов тата унăн çумĕ Вячеслав Сорокин сăмах каларĕç.
Унтан семинара хутшăннисем вăрлăх туса илекен "Родник" общество уйĕсенче пулчĕç. Асăннă обществăн Лачкасси уйĕнче çитĕнекен Эстер сортлă çурхи тулă пурин кăмăлне те кайрĕ. Вăл 80 гектар çинче вăй-хăват пухать. Кунти тырă чăннипех те савăнмалăх пур: вăл шыв юххи пек тикĕс, хăмăш евĕр çỹллĕ, пучахĕсем самай сулмаклă. "Ăна лайăх кăпкалатса хатĕрленĕ уя суперэлита вăрлăхпа имçамласа тата кăткăс удобрени парса акнă. Кайран та пăхса тăнă", - терĕ çак уйăн технологĕ Николай Шашков агроном.
Çăлпуç ялĕн уйĕсенче вырнаçнă çĕр улми анисем те кăмăла каймасăр тăма пултараймаççĕ. Вĕсенче паха сортсене вырăн панă: Гала, Рябинушка, Невски. Çĕр улми лаптăкĕсене хальхи вăхăтра шăварса тăраççĕ. "Пирĕн тĕллев - паха та тухăçлă çĕр улми çитĕнтересси", - терĕç "Родник" ООО ертỹçипе Александр Павлович Петровпа Николай Васильевич Шашков агроном, ку тĕллевпе тăвакан ĕçсем çинчен каласа пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕсем тĕш тырăпа çĕр улми лаптăкĕсенчен пахалăхлă элита вăрлăхсем туса илсе, вĕсемпе районти тата унăн тулашĕнчи çĕр ĕçлекенсене чылай тивĕçтерме май килессе шанаççĕ.
И.ГЛАДКОВ.