18 июля 2014 г.
Кĕршери Михаилпа Галина Киселевсем 35 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тату пурăнаççĕ.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче вĕсене çак ятпа ялти культура çуртнечĕнсе чысларĕç. Михаил Андреевич тем тума та пултарать. Яваплă ĕçсенче тăрăшнă. "Дружба" хуçалăхра зоотехник тивĕçĕсене те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Халĕ предприниматель ĕçĕнче, районти халăха аш-какайпа тивĕçтерессипе тимлет.
Мăшăрĕ Галина Анатольевна ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлесе канăва тухнă. Вăр-вар та вашават хĕрарăм. Пенсире пулсан та пулăшу ыйтма пыракана хирĕçлени пулман.
Киселевсем икĕ ывăл пăхса ỹстернĕ. Вĕсем хăйсен çемйисемпе Шупашкарпа Хусан хулисенче тĕпленнĕ. Ашшĕпе амăшне пĕрер мăнук парнеленĕ.
Общество пурнăçне те хăйсен тỹпине хывать ятлă çемье. Ялта уявсем ирттерме спонсорла пулăшу парать.
"Ырăлăхпа палăрса тăракан çемьене телей, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунтăмăр", - терĕ Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Лабзина.
Р.ШУМОВА.