18 июля 2014 г.
Чăваш Республикипе Кемĕр облаçĕ туслă çыхăну тытаççĕ. Тăвай районĕ вара çав облаçри Михайловка ялĕпе тăванлашсах темелле. Çыннисем пĕр-пĕрин патне кайса çỹреççĕ, юбилейсемпе пĕрлехи культура мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Кемĕр облаçĕ 70 çул тултарчĕ, Новокузнецк хулинчи врач физкультурин диспансерĕ вара - 60 çул. 47 çул ытла асăннă диспансера пирĕн ентеш (Улянкăра çуралса ỹснĕ), медицина наукисен кандидачĕ Геннадий Егорович Егоров доцент ертсе пырать.
Çакнашкал çĕнĕ йышши ятарлă сиплевпе профилактика учрежденийĕсем çĕр-шывра аллăмĕш çулсенче уçăлма тытăннă. Вĕсене физкультурăпа тата спортпа куллен туслă çынсен - спортсменсен сывлăхне врач енчен контроллесе тăрас, вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ, халăха вăй-хал воспитанийĕ парас ĕçе организаципе методика тĕлĕшĕнчен тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Сакăр вуннăмĕш çулсенче СССРта врач физкультурин диспансерĕсем 613 шутланнă, вĕсенчен 282-шĕ - РСФСРта (вĕсенчен пĕри - Кемĕр облаçĕнче).
Паянхи кун диспансерта спорт медицинипе сиплев физкультурин уйрăмĕсем, клиника лабораторийĕ, стоматологи, функциллĕ диагностика, физиотерапи, сиплев физкультурин, массаж кабинечĕсем пур. Пулăшу ыйтма пыракансене 9 специальноçпа йышăннисĕр пуçне кашни эрнере аслă категорири врачсем, доцентсем, медицина ăслăлăхĕн кандидачĕсем консультацисем параççĕ. Диспансерăн ĕç кăтартăвĕсем пысăк. Хăйĕн ĕçне чунтан юратакан специалистсем тăрăшни курăнать иртнĕ çул юбилей тĕлне кăларнă "Врач физкультурин клиника диспансерĕ" кĕнекене вуласан. Ăна диспансерăн тĕп врачĕ Геннадий Егоров хăйĕн тăванне тата кỹршине Евдокия Александровна Алексеевана ярса панă.
"Тавах Генăна тăван яла манманшăн. Вăрçă пуçлансан çуралнăскер ачалăхĕнче тăраниччен пылак мар, çăкăрне те çисе курайман ĕнтĕ вăл. Çавах та çамрăк, йывăрлăхсене пăхмасăр, Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ, институт пĕтерчĕ. Хăйсен класс ертỹçине Мария Петровна Козлована питĕ хисеплет, ăна ялан ырăпа аса илет. Ашшĕ-амăш çĕре кĕни чылай пулать, анчах тăванĕ-пĕлĕшĕсене манмасть Гена, уявсемпе, çуралнă кунсемпе саламлать. Командировкăсене кайсан çула май тăван ялне кĕрсе тухатех. Ăçтан манан ĕнтĕ тăван яла, ачалăхра тем пек тарăн çырмасен чăнкă çыранĕсене йĕлтĕрпе такăрлатнă пулсан?
Геннадий Егорович мăшăрне хăй ĕçленĕ çĕрте тупнă, учительница вăл. Хĕрĕсем иккĕшĕ те врач, çемьеллĕ. Çемье пуçĕ хăй кăçал 72 çул тултарчĕ", - çырса пĕлтерчĕ пире Улянкăран район хаçачĕпе ĕмрипе çыхăну тытакан Евдокия Александровна Алексеева.
Геннадий Егорович, Тăвай шкулĕнче пирĕнтен 2-3 çул кăна маларах вĕреннĕскер, манăн асăма та кĕрсе юлнă. Вăл шкул историйĕнче юлма тивĕçнĕ чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри. 15-30 километра чупатчĕç аслă классенче вĕренекенсем аллăмĕш çулсен вĕçĕнче, утмăлмĕшсен пуçламăшĕнче. Тата мана Гена тетрадь хуплашки пысăкăш сăн ỹкерчĕк туса панăччĕ (вăл фото ĕçĕпе аппаланатчĕ). Медицина институтне вĕренме кĕрсен Геннадий Егоров СССР спорт мастерĕ пулса тăнă. Кайран, вуншар çул иртсен, Чăваша килсен, Шупашкара пуçтарăннăскер, Тăвайне те кĕрсе тухнăччĕ. Çавăн чухне эпир кĕске самантлăха тĕл пулнăччĕ унпа почта умĕнче.
Çур ĕмĕр ытла хыçа юлчĕ пулин те, ачалăх çулĕсенче вĕлтлетсе иртнĕ çутă сăнар паян кун та чуна ăшăтать.
И.СОЛОВЬЕВ.