18 июля 2014 г.
Районта кăçалхи тухăç никĕсне хывса кĕрхи тата çурхи тĕш тырă культурисене пурĕ 11776 гектар е умĕнхи çулхин 90,4 проценчĕ чухлĕ акса хăварнă. Çĕр улми 192 гектар йышăннă (иртнĕ çулхин 64,4 проценчĕ). Выльăх апачĕн никĕсне çирĕплетсе пырас тĕллевпе 591 гектар кукуруза, 247 гектар ытти силослăх культурăсем, 862 гектар пĕр çул тата 827 гектар нумай çул ỹсекен курăксем хăй хальлĕн акнă. Унчченхи нумай çул ỹсекен курăксем 4496 гектар пур. Çапла вара ял хуçалăх культурисем пĕтĕмпе 19022 гектар е умĕнхи çулхин 101,5 проценчĕ чухлĕ йышăнаççĕ.
Тухăçа ỹстерес тĕллевпе элита тата суперэлита вăрлăхсем тĕш тырă культурисенне 169 тата çĕр улминне 354 тонна туяннă, 700 тонна минераллă удобренисемпе усă курнă. Çĕр пулăхне лайăхлатма июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 127 гектар йỹçеклĕ çĕрсене извеçленĕ, 245 гектар çине кали тăварĕсем хывнă, çак тĕллевпе 541,5 пин тенкĕ бюджет укçипе усă курнă. Районти хуçалăхсен пур категорийĕнче 7634 пуç (пĕлтĕрхин 85,3 проценчĕ) мăйракаллă шултра выльăхсем, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче - 3092 пуç (102,2 процент), ĕнесем 3485 (2013 çулхин 83 проценчĕ чухлĕ), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 1330 пуç (104 процент) усраççĕ. Сыснасем вара мĕн пурĕ те 761 пуç кăна (иртнĕ çулхин 39,2 проценчĕ чухлĕ) юлнă.
6 уйăхра пур категориллĕ хуçалăхра чĕрĕ виçепе 1322,4 тонна (99,2 процент) аш-какай, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 135,4 тонна (115,8 процент), сĕт 10257,8 тонна (95,7 процент), çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 3343,9 тонна (105,5 процент) туса илнĕ. Пĕр ĕне пуçне сĕт суса илесси 2514 килограма (пĕлтĕрхи тапхăрта 2489 килограмм пулнă) çитнĕ.
Хуçалăхсем ял хуçалăх техникине те çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 10,2 млн. тенкĕлĕх 11 ял хуçалăх техникипе оборудованийĕ туяннă.
"АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пурĕ 3795 заемщике 437 млн. тенкĕлĕх кредитсем парса пулăшнă, ку вăл мĕн пур килхуçалăхăн 53,6 проценчĕпе танлашать.
Ял хуçалăх производствине аталантарма пĕрремĕш çур çулта пур шайри бюджетран 44,2 млн. тенкĕ, çав шутра федераллă бюджетран 30,7 млн., республика бюджетĕнчен 13,5 млн. тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ панă.
Çĕнĕ строительствăпа реконструкци ĕçĕсем тăваççĕ. Çапла "Акконд-агро фирма" ХАОра сĕт цехне пысăклатса çĕнетеççĕ, çакă вăл талăкра 30 тонна таран продукци туса кăларма май памалла. Реконструкци ĕçĕсене сентябрьте вĕçлеме пăхнă. Кăçалах предприятире 38 млн. тенкĕлĕх тепĕр пысăк пăру вити тума тытăнма палăртаççĕ.
С.Р.Илларионов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 2013 çулта смета хакĕпе 28,2 млн. тенкĕлĕх 200 пăру усрамалăх вите тума тытăннă. Çак ĕç халĕ малалла пырать.
С.В.Хумышев хресчен фермер хуçалăхĕнче кăçалхи мартра смета хакĕпе 6 млн. тенкĕлĕх 120 ĕне усрамалăх ĕне витине реконструкци туса çĕнетме пуçланă.
С.Н.Михайлов фермер 500 тонна çĕр улми упрамалăх хранилищĕне реконструкци туса майлаштарать. Асăннă ĕçĕн сметăпа пăхнă хакĕ - 2 млн. тенкĕ.
О.С.Восторгинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче "Ялти усадьба" турист базине тăвассипе малалла ĕçлеççĕ.
"Ял ĕçченĕ" хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ, пуçлакан фермерсене пулăшмалли тĕллевлĕ программăпа харпăр хăй бизнес-планĕсене хỹтĕлесе А.В.Павлов, Г.В.Гурьев тата Н.В.Ильин хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 2014 çулта конкурс çĕнтерỹçисем пулса тăнă.
Çавăн пекех çемье фермине аталантарассипе С.Р.Илларионов хресчен (фермер) хуçалăхĕ "Сĕте пастеризацилесси" бизнес-проектпа 5 млн. тенкĕлĕх гранд выляса илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма хальлĕхе 3100 тонна (планăн 87 проценчĕ чухлĕ) утă, 7330 тонна (83 процент) сенаж е кашни 1 условнăй выльăх пуçне 15,4 центнер апат единици хатĕрленĕ.